Пӑрахнӑ ача

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пӑрахнӑ ача. Габриэль Макс ӗҫӗ

Пӑрахнӑ ача — ашшӗ е амӑшӗ ятне пӗлтермесӗр, вӑрттӑн урӑх ҫын е организаци ҫине пӑхма пӑрахса хӑварнӑ, пӑхасшӑн мар пулса е ҫитерсе ҫитӗнтерме май ҫукки пирки пӑрахса хӑварнӑ ача.

Ачан пурнӑҫӗ шӑпи тӑрӑх мӗн пуласси пулма, ют ҫын ачана хӗрхенессе тата ӑна пӑхса ӳстерессе шанса, алӑк умне те хурса хӑвараҫҫӗ.

Ҫутҫанталӑкри пӗрпеклӗхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Куккук ҫӑмартине ытти кайӑксен йӑвине хурса хӑварать. Ҫавӑнпа пӑрахнӑ ача тата куккук чӗппи хӑш чух синоним пулса тӑрать.