Радев Румен
| Радев Румен | |
| (болг. Румен Радев) | |
| Президентлӗх вӑхӑтӗнче | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ят: | Румен Георгиев Радев |
|---|---|
| Ҫуралнӑ вӑхӑт: | 1963 ҫ. ҫӗртмен 18 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | БХР, Димитровград |
| Элтешлӗх: |
|
| Парти: |
БКП (1985–1990) Пӑхӑнман (1990–2026) Прогрессивлӗ Болгари (2026 ҫултан) |
| Ӗҫлев тӗсӗ: | политика, Болгари президенчӗ, Болгари премьер-министрӗ |
Румен Георгиев Радев (болг. Румен Георгиев Радев; 1963 ҫ. ҫӗртмен 18, БХР, Димитровград ҫур.) — болгар политикӗ тата Болгари ҫар сывлӑш вӑйӗсен офицерӗ. 2017-2026 ҫ. Болгари президенчӗ пулнӑ, унтан премьер-министрӗ. Вӑл Болгарин коммунизм хыҫҫӑнхи историнчи президент ӗҫӗнчен тухнӑ пӗрремӗш патшалӑх пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ.
1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Румен Радев Болгари Халӑх Республикин Димитроград хулинче ҫуралнӑ. Политика ӗҫ-хӗлӗччен вӑл Болгари ҪСВ-ӑн хӗсметӗнчи генерал-майор ятра пулнӑ. 2016 ҫулхи президент суйлавӗнче вӑл пӑхӑнман анчах Болгари социализм партинчен пулӑшнӑ кандидат пек ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш турта вӑл ГЕРБ-ӗн Цецка Цачевӑна нумайтарах сасӑсем илнӗ. 2021 ҫулхи пӗтӗмӗшле суйлавра вӑл 66%-пе иккӗмӗш турта ҫӗнетсе ҫӗнтернӗ.
Радевӗн иккӗмӗш срокӗнчи Болгарире 5 ҫуллӑ политикӑллӑ кризис пулнӑ. 2026 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ака уйӑхӗнчи пулас парламент суйлавне хутшӑнас тесе Румен президент ӗҫӗнчен тухнӑ тата ҫӗнӗ парти "Прогрессивлӗ Болгари" (ПБ) йӗркеленӗ. Суйлаври ПБ 44,6%-лӗ абсолютлӑ нумайрахӑш илнӗ. Ку ҫӗнтерӳ Болгарири политикӑллӑ кризисне вӗҫлеме пултарать.