Радиоактивлă каяш

Радиоактивлă каяшсем (РАК) — ядерлă энергетикăн радиоактивлă хими элеменчĕсемлĕ ĕç юлашки-тĕлешкисем, каяшĕсем. Вĕсене малалла ĕçе яма май çук. Часах вĕсем ядерлă ĕç пулăмĕсен каяшĕсем пулаççĕ. РАК чылайăш пайĕсем «сахалактивлă каяшсем» шутланаççĕ, вĕсен радиоактивлăхĕ пĕчĕк. Çак каяшсен шутне, сăмахран, усă курнă ятарлă ĕç тумтирĕ, кăштах лапăртаннăскер, кĕрет, çав хăрушăллă радиоактивлă тасамарлăхсем çын тирĕн вĕтĕ шăтăкĕсем витĕр, сывлăшпа сывламалли çулсем тăрăх, шывпа е апат-çимĕçпе пĕрле çын ăшчикне кĕреççĕ.
Каяшсем ăçтан тухаççĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
ÇРÇ (çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем)[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çут çанталăкра хăш веçествăсен çанталăкри радиоактивлăхĕ пур, вĕсене çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем (ÇРÇ) теççĕ. Çак каяшсен чылайăшĕ — уран е торий арканнă хыççăн пулакан веçествăсем, вĕсенчен альфа-частицăсем тухса саралаççĕ.
Кăмрăк (уголь)[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Кăмрăкра радионуклидсен шучĕ нумай мар, вĕсен шутĕнче çак уран е торий пеккисем, вĕсен кăмрăк ăшĕнчи шучĕ Çĕр хупли (кора земная?) ăшĕнчи вăтам шутĕнчен сахалтарах. Вĕсен тачăлăхĕ кĕл тусанĕнче пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем вутра çунмаççĕ. Çавах та кĕлĕн радиоактивлăхĕ питĕ пĕчĕк, вăл хура тăмлă сланецăн радиоактивлăхĕпе тан пулать, фосфатлă породăсенчен пĕчĕкрех, çапах та унăн хăрушăллăхĕ пур: кĕл тусанĕн пайĕсем атмосферăра юлаççĕ, çапла çын ӳпкине сывлăшпа пĕрле кĕме пултараççĕ.
Нефтьпе газ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Нефтьпе газ промыçлă ĕçĕсенчи каяшĕсенче часах радийпе унăн аркану юлашкисем пулаççĕ. Нефть уçлам шăтăкĕсенчи сульфатлă тĕпĕсем радийпе пуян; шыв, нефть тата газ уçлам шăтăкĕсенче часах радонлă пулаççĕ. Радон арканнă хыççăн пăрăхсем çумне хытса радиоизотопсем юлаççĕ. Нефть завочĕсенче пропана уйăракан ĕç вырăнĕ радиоактивлăх енчен чи тасамарри шутланать, мĕншĕн тесен радонпа пропан пĕр танлă температурăра вĕреме кĕреççĕ.
Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни чух пулнă каяшсем çанталăкри радиоактивлăхлă пулаççĕ.
Медицинăри ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Медицинăра усă курмалли изотопсем (çаврака хытаркăчсенче çурма аркану тапхăрне кăтартнă):
- Иттрий (90Y), лимфăсене сиплеççĕ (2,7 кун)
- Йод (131I), щитовидлă железăна диагностикă ирттереççĕ, щитовидлă железă ракне сиплеççĕ (8 кун)
- Стронций (89Sr), шăмăсен рак амакне сиплеççĕ, венă ăшне инъекци йĕплеççĕ (52 кун)
- Иридий (192Ir), брахитерапи сиплев ĕçĕ тăваççĕ, (74 кун)
- Кобальт (60Co), брахитерапи сиплев ĕçĕ, тулти луч? терапийĕ (5,3 çул)
- Цезий (137Cs), брахитерапи сиплев ĕçĕ, тулти луч? терапийĕ (30 çул)
Промыçлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Промыçлă РАК-сенче альфа-, бета-, нейтрон- е гамма-лучсен çăлкуçĕсем пулаççĕ. Гамма-кăлараканнисемпе радиографире усă кураççĕ; нейтронлă çăлкуçсемпе тĕрлĕ çĕртре, — теслĕхрен, нефть уçлам шăтăкĕсене радиометрипе тĕпченĕ чух усă кураççĕ.
Классификаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сахалактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăтамактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çӳллĕактивлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Трансуранлă ÇРÇ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Key Radionuclides and Generation Processes Архивленĕ 23 Авӑн уйӑхӗн 2006 çулта.
- Alsos Digital Library - Radioactive Waste Архивленĕ 14 Раштав уйӑхӗн 2005 çулта.
- Belgian Nuclear Research Centre - Activities Архивленĕ 10 Чӳк уйӑхӗн 2006 çулта.
- Belgian Nuclear Research Centre - Scientific Reports Архивленĕ 24 Авӑн уйӑхӗн 2006 çулта.
- Critical Hour: Three Mile Island, The Nuclear Legacy, And National Security
- Environmental Protection Agency - Yucca Mountain Архивленĕ 8 Ҫурла уйӑхӗн 2009 çулта.
- Grist.org - How to tell future generations about nuclear waste
- A discussion on the secrecy surrounding plans for radioactive waste in the UK Архивленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.
- International Atomic Energy Agency - Nuclear Fuel Cycle and Waste Technology Program Архивленĕ 5 Ҫурла уйӑхӗн 2004 çулта.
- International Atomic Energy Agency - Internet Directory of Nuclear Resources Архивленĕ 15 Ҫу уйӑхӗн 2008 çулта.
- Nuclear Files.org - Yucca Mountain
- Nuclear Regulatory Commission - Radioactive Waste
- Nuclear Regulatory Commission - Spent Fuel Heat Generation Calculation
- Oak Ridge National Laboratory - Coal Combustion: Nuclear Resource or Danger Архивленĕ 5 Нарӑс уйӑхӗн 2007 çулта.
- Radwaste.org
- Radwaste Blog
- Surviving on Nuclear Waste
- The Nuclear Energy Option - Hazards of High-Level Radioactive Waste
- Uranium Information Center - Radioactive Waste Архивленĕ 7 Чӳк уйӑхӗн 2006 çулта.
- United States Geological Survey - Radioactive Elements in Coal and Fly Ash Архивленĕ 9 Раштав уйӑхӗн 2006 çулта.
- World Nuclear Association - Radioactive Waste Архивленĕ 29 Раштав уйӑхӗн 2008 çулта.
- Satirical look at radioactive nuclear waste disposal plans Архивленĕ 29 Авӑн уйӑхӗн 2007 çулта.