Рейна (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Рейна, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Сейма шывĕн сылтăм юппи.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв çылкуçĕ Мулино ялтан пĕр çухрăм хĕвелтухăçнелле Дранка шурлăхĕнче вырнаçнă. Володарск ялтан виçĕ çухрăм çурçĕреллерех Сейма шывĕпе пĕрлешет. Юханшывăн пысăк юпписем çук, вĕттисем кăна.

Рейна малтан хĕвелтухăç енелле юхать. Кайран çулĕ кăнтăр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Çапла пĕр 4-5 çухрăм юхнă хыççăн тӳрех çурçĕр-хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Икĕ çухрăм апла юхнă хыççăн каллех кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхма тытăнать. Сеймăпа пĕрлешиччен пĕр 4-5 çухрăм юлнă вырăнта кăнтăралла пăрăнать.

Ялсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв чылай шурлăхлă Вăрман тăрăх юхнăран ун хĕрринче ялсемпе хуласем çук.