Рерих Святослав Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Рерих хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Святослав Рерих
С.Н. Рерих, почта маркинчи сăнар.
С.Н. Рерих, почта маркинчи сăнар.
Çуралнă чухнехи ят: Рерих Святослав Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1904, юпа, 23
Çуралнă вырăн: Санкт-Петербург, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1993, кăрлач, 30
Вилнĕ вырăн: Бангалор, Ĕнчĕ
Хисепсем: СССР Ӳнер академин хисеплĕ пайташĕ
Викиампарти ĕçсем

Рерих Святослав Николаевич (1904 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕ, Санкт-Петербург — 1993 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕ, Бангалор) — вырăс тата ĕнчĕ ӳкерçи, пĕрлĕх ĕçченĕ, хĕвелтухăç ӳнерĕн тĕслĕхĕсене пухаканĕ, СССР Ӳнер академин хисеплĕ пайташĕ (1978).

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Святослав Николаевич Рерих Петербургра 1904 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче вырăс художникĕ тата ӳнер ĕçченĕ Николай Константинович Рерих тата унăн мăшăрĕ Елена Ивановна Рерих çемйинче çуралнă. Святослав ачаллах ӳкерме тата тăмран е гипсран тĕрлĕ япаласем çыпăçтарма пуçланă, Ӳнере Хавхалантаракан Пĕрлĕх Шкулне çӳреме пуçланă, çутçанталăка тĕпчекен ăслăлăхсем енне туртăннă.

1913-мĕш çултан пуçласа 1916-мĕш çулччен Святослав Николаевич Карл Май гимназийĕнче вĕреннĕ, пĕрремĕш ӳкерӳ урокĕсене те илнĕ.

1916-мĕш çултан пуçласа 1918-мĕш çулччен вăл çемйипе Финляндире пурăнать,çавăнтах 13 çулта чухне пĕрремĕш хут ашшĕн портретне ӳкерет.

Н.К. Рерих, Е.И. Рерих, Ю.Н. Рерих, С.Н. Рерих

Святослав Николаевич археологие АПШри Колумби тата Гарвард университечĕсенче вĕреннĕ. Ботаника ăна уйрăмах илĕртнĕ. Живописец таланчĕ ачаллах аталаннă.15 çула çитичченех Святослав ашшĕне Лондон театрĕсенче вырăс постановкисене лартма декорацисемпе костюмсем хатĕрлеме пулăшнă.

Вун тăххăрта, 1923-мĕш çулта, вăл Тĕнчери «Corona Mundi» ӳнер центрĕн ертӳçи пулса тăнă, каярахпа Нью-Йоркри Николай Рерих Музейĕн вице-президенчĕ пулнă. Çав çулах пĕрремĕш хут Индире пулса курнă. [1]

1924-мĕш çулта, Индирен Америкăна таврăнсан, Николай Константиновичпа Елена Ивановна Рерихсем йеркеленĕ культурăпа çутĕç организацийĕсен ĕçне хутшăннă. Святослав Николаевича пула ашшĕпе амăшĕ тата пиччĕшĕ, Вăтаçĕр Азире экспедицире пулнăскерсем, «тулаш тĕнчепе» çыхăну тытма пултарнă.

Вĕренсе пĕтерсен, 1931-мĕш çултанпа Святослав Николаевич АПШран Индине яланлăха куçса килет, хăйĕн çемйипе пурăнма пуçлать. Индире вăл обществăпа культура ĕçне хастар хутшăнать, пушă вăхăчĕн ытларах пайне живопиçпе ĕçлесе ирттерет. Хăйĕншĕн иккĕмĕш тăван кил пулса тăнă çак çĕршыва вăл питĕ юратнă. Инди илемне, унăн тĕрлĕ енлĕ йăли-йĕркине, ăс-хакăл çитĕнĕвĕсене Святослав Рерих хыйĕн чылай картинисенче кăтартнă.[2]

Святослав Николаевич «Урусвати» Гималай тĕпчев Институтĕнче ĕçлет, çутçаналăк ăслăлăхĕн уйрăмне ертсе пырать.[3] Орнитологи, ботаника, минералоги, тибет фармакопейи, химипе алхими пуçламăшĕ, танлаштаруллă тĕн вĕрентĕвĕ, философи, ӳнер вĕрентĕвĕ, культурологи, астрологи наукисемпе кăсăкланать. Вăл фитотерапи, инди-тибет медицинин пысăк ăсти пулса тăрать. Святослав Рерихăн ӳнер тата литература пултарулăхĕ, çавăн пекех тĕпчев, педагогика тата общество ĕçĕсем пурте Агни Йога (Чĕрĕ Этика) идейисемпе çыхăннă.

Святослав Рериха Бангалорти «Татагуни» усадьбинче пытарнă.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — 114 с.
  2. ^ Рерих Светослав Николаевич. science.wikia.org. Тĕрĕсленĕ 26 Ҫӗртме уйӑхӗн 2019.
  3. ^ Гималайский институт научных исследований Урусвати. science.wikia.com. Тĕрĕсленĕ 21 Нарӑс уйӑхӗн 2019.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]