Рим шутлав йĕрки

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Рим шутлав йĕрки — авалхи Рим империйĕнче усă курнă тăрăмсăр шутлав йĕрки.

Рим цифрисене пирĕн эрăччен 500 çулта этрускăсем йеркелесе усă курнă.

Цифрăсем[тӳрлет]

Хисеп Рим
палăртăвĕ
1 I
5 V
10 X
50 L
100 C
500 D
1000 M

Шайĕ тайса пынă çем M, D, C, L, X, V, I

Тĕслĕхĕсем[тӳрлет]

Хисеп Рим палăртăвĕ
0 çук
4 IV (хăш чух IIII)
8 VIII
9 IX
31 XXXI
46 XLVI
99 XCIX
666 DCLXVI (пуре те уйрăмлă цифрăсем, M-сăр пуçне, пĕрин хыççăн тепри — кайăк хисепĕ)
1989 MCMLXXXIX

Пысăк рим цифрисемпе тĕрĕс кăтартас тесен чи малтан пинĕн хисепне, хыççăн çĕрĕнне, кайран вунпӳсен, юлашкинчен, пĕррепе тăххăр хисепĕсене çырмалла.

Тĕслĕх: 1988 хисеп. Пĕр пин M, тăхăр çĕр CM, сакăр вун LXXX, саккăр VIII. Пĕрлештетерсе çырсан: MCMLXXXVIII.

Часах, хисепе текстра палăртас тесе, унăн çийĕн йĕр ӳкернĕ: LXIV. Хăш чухнехи йĕре çӳлте те, аяла та ӳкернĕ: XXXII — тĕслĕхрен, вырăс алçырав тексчĕнче йышăннă евĕр рим цифрисене (типографире тума техника енчен кăткăс). Урăх авторсен çӳлти йĕр цифра паллине 1000 хут ӳстернине пĕлтерет: VM = 5000.

Пысăк хисепсене çырмалли «кĕске меслет», калăпăр, 1999. Ăна сĕнмеççĕ, çапах та кĕскетмелле чухне усă кураççĕ:

  • 999. Пин M, 1 (I) кăларатпăр та CMXCIX вырăнне 999 (IM) тупатпăр. Вĕçлесен: 1999 — MCMXCIX вырăнне MIM çыратпăр.
  • 95. Çĕр C, 5 (V) кăларатпăр та XCV вырăнне 95 (VC) çыратпăр.
  • 1950: Пин M, 50 (L) кăларатпăр 950 (LM) тупатпăр. Вĕçлесен: 1950 — MCML вырăнне MLM çыратпăр.

Тăваттăна пур çĕрте IV çырма XIX ĕмĕрте çеç тытăннă, унчен IIII паллăпа усă курнă. Çапах та IV евĕр çырнине 1390 çулхи «Forme of Cury» алçырăвĕсенче курма пулать. Сехет циферблачĕ çине йăла йĕркипе «IIII» вырăнне эстетика тĕлĕпе «IV» лартаççĕ,: çакăн евĕр çырни сăнанă чухнехи тепĕр енчи «VIII» цифрине симметриллĕ курăнтăр тесе палăртнă, «IV» пуçхирлĕ çырнине, «IIII» цифрипе танлаштарсан, вулама йывăртарах.

Аслăлатни[тӳрлет]

Рим цифрисемпе 1 пуçласа 3999 (MMMCMXCIX) тарин хисепсене çырса кăтартма май пур. Çакăн валли аслăлатнă Рим цифрисене кĕртнĕ.

Юникод[тӳрлет]

Юникод стандарчĕ роман цифрисене кăтартмалли символсене U+2160 пуçласа U+2188 çитиччен код пĕлтерĕшĕсен облаçĕнчи Хисеп хормисен пайĕ пек палăртать (акăл. Number Forms),[1]. Тĕслĕхрен, MCMLXXXVIII хисепе ⅯⅭⅯⅬⅩⅩⅩⅧ евĕр кăтартма пулать. Çак диапазона пĕчĕк цифрă та, çаплах пысăк цифрă та 1 пуçласа ( е I) 12 ( е XII) çитиччен, кĕрет, çав шутра хутăш хисепсем валли комбиниленĕ глифсем (8 ( е VIII).

Юникодри Рим цифрисем
Код 0 1 2 3 4 5 6 7 8 9 A B C D E F
Палли[2] 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11 12 50 100 500 1 000
U+2160
2160

2161

2162

2163

2164

2165

2166

2167

2168

2169

216A

216B

216C

216D

216E

216F
U+2170
2170

2171

2172

2173

2174

2175

2176

2177

2178

2179

217A

217B

217C

217D

217E

217F
Пĕлтерĕш 1 000 5 000 10 000 6 50 50 000 100 000
U+2160! U+2180
2180

2181

2182

Усă курни[тӳрлет]

Вырăс чĕлхинче, чăваш чĕлхинче те рим цифрисемпе çак чухне ус кураççĕ:

  • Ӗмĕрĕн е пинçуллăхăн шучĕ: XIX ĕмĕр, пирĕн эрăччен II пинçуллăх.
  • Монархăн йĕркелĕх нумерĕ: Карл V, Екатерина II.
  • Нумай томлă кĕнекен нумерĕ (хăш чух — кĕнеке пайĕсен, уйрăмĕсен е пуçланисен нумерĕсем).
  • Хăш кăларăмсенче — листсен нумерĕсене кĕнекен умĕнхи сăмахлăхĕпе пĕрле çыраççĕ — каçăсене тĕп текст ăшĕнче улăштарас мар тесе.
  • Сехетсен циферблачĕн «ĕлĕкхи пе» палăртăвĕ. Урăх чĕлхесенче рим цифрисене усă курмалли сферăн хăй уйрăмлăхĕ пур, сăмахран, анăç çĕршывсенче рим цифрисемпе хăш чух çулсене çыраççĕ.
  • Хăш уйрăмах паллă пулăмсене е шутсен пайĕсене, сăмахран: Евклидăн V постулачĕ, ССКП XXII съезчĕ.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

  1. ^ Unicode Number Forms
  2. ^ Пĕрремĕш икĕ йĕрке валли