Романова Ольга Владиславовна

![]() | |
Пайăр хыпар | |
---|---|
Арлăх: | хӗрарӑм |
Тулли ят: | Романова Ольга Владиславовна |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Ăстаçăлăх: | ҫӑмӑл атлетика, марафон, кросс тата вӑрӑм дистанцисене чупасси |
Клуб: | Динамо[1] |
Çуралнă вăхăт: | 1980.06.25 (44 ҫул) |
Çуралнă вырăн: | РФ, Чӑваш Ен, Етӗрне |
Професси карьери: | 1998—2013 |
Ольга Владиславовна Романова (1980 ҫӑвӑн 25-мӗшӗ[2], ССРП, Чӑваш АССР, Етӗрне[3]) — чӑваш раҫҫей ҫӑмӑл атлечӗ, марафон, кросс тата вӑрӑм дистанцисене чупаканӗ. 1998—2013-мӗшсем карьерӑн ҫулӗсем. Кросӑн Европа чемпионачӗн кӗмӗл призёрӗ, ҫамрӑксем хушшинчи 10 000 метрлӗ чупассин Европа чемпионӗ, Раҫҫейри ҫур марафонсемпе кроссен нумай хут чемпионӗ. Чӑваш Республикипе Мускав облаҫӗшӗн ӑмӑртнӑ. Тӗнчери класӑн Раҫҫей спорт ӑсти (2001).
Пурнӑҫ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ольга Романова 1980 ҫӑвӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССР-н Етӗрне хулинче ҫуралнӑ.
Шупашкарти А. В. Игнатьев ячӗллӗ Ҫӳллӗ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче ҫӑмӑл атлетикӑна вӗреннӗ. Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн тӗрлӗ ҫӑмӑл атлетикӑллӑ ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗ, 1999 ҫулта вара спорт ӑстин нормативне тунӑ[4].
2002 ҫулта пӗтӗм Раҫҫей аслисем хушшинчи шайӗнче 5000 метрлӗ Тула чемпионатӗнче пӗрремӗш хут ӑмӑртнӑ.
2001 ҫулта Амстердамри Европа ҫамрӑк чемпионатӗнче 10 000 метрлӗ чупассинче ҫӗнтернӗ. Тунти кросӑн Европа чемпионатӗнче харпӑр шутлавра кӗмӗл медалне илнӗ. Сезон пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх "Тӗнчери класӑн Раҫҫей спорт ӑсти" тава тивӗҫлӗ чыславнӑ.
2002 ҫулта Пекин, Иокогама тата Сеул экидэнӗсенче хутшӑннӑ. Ирландин Дублин хулинчи кросӑн тӗнче чемпионатӗнче[5] 14-мӗш вырӑна тухнӑ. Хорватин Медулин хулинчи кросӑн Европа чемпионатӗнче харпӑр шутлавра 19-мӗш вырӑна тухнӑ, анчах команда вӑййинче хӑйӑн ентешӗсемпе ҫӗнтернӗ. Раҫҫейӗн Ҫӗнӗ Ҫӗпӗрти ҫурмарафонӑн Раҫҫей чемпионатӗнче ылтӑн медалне ӑмӑртса илнӗ.
2003 ҫулта Швейцарин Лозанна хулинче кросӑн тӗнче чемпионатӗнче 14-мӗш вырӑна тухнӑ. Раҫҫейӗн Кисловодск хулинчи ҫуркунне 4 ҫухрӑмлӑ кросӑн Раҫҫей чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. АПШ-н Гонолулу хулинчи марафонӗнче 2:39:49 пӗтӗмлетӳпе 4-мӗш вырӑна тухнӑ. Кӑҫалта Осака тӗнчери хӗрарӑм тата Нью-Йорк марафонӗсенче хутшӑннӑ.
2004 ҫулта Бельгин Брюссель хулични кросӑн тӗнче чемпионатӗнче 6-мӗш вырӑна тухнӑ. АПШри тӗрлӗ чупассиг ӑмӑртӑвӗсенче хутшӑннӑ, Чикаго марафонӗнче хутшӑннӑ, анчах инкеке пула финише ҫитмен.
2005 ҫулта АПШ-н Хьюстон хулинчи ҫурмарафонта ҫӗнтернӗ, Осака тӗнчери хӗрарӑм марафонӗнче пейсмейкер пек хутшӑннӑ.
2013 ҫулччен АПШри тӗрлӗ шоссе марафонӗсенче активлӗ хутшӑннӑ. Гонолулу марафонӗнче икӗ хут тата Токио марафонӗнче пейсмейкер пек хутшӑннӑ[6][7].
Ҫитӗнӳсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 3000 метр - 8:54.67 мин (2002)
- 5000 метр - 15:32.59 мин (2001)
- 10 000 метр - 32:28.91 мин (2003)
- Ҫурмарафон - 1:12:11 сехет (2003)
- Марафон - 2:39:49 сехет (2003)
Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Rusathletics
- ^ Чувашская энциклопедия — Чувашское книжное издательство, 2006. — 2567 с. — ISBN 978-5-7670-1471-2
- ^ Чӑваш энциклопедийӗ
- ^ Н. Г. Скородумов Романова Ольга Владиславовна. Чувашская энциклопедия. Тĕрĕсленĕ 18 Пуш уйӑхӗн 2020.
- ^ сӑртламлӑ
- ^ Ольга Романова — профиль на сайте IAAF
- ^ Ольга Романова 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.. ARRS
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ҫӑмӑл атлетикӑн Европа чемпионӗсем – 10 000 метр чупассинчи хӗрарӑмсем |
|
---|---|
|
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Тӗнче чемпионӗсем, ҫӑмӑл атлетикӑпа
- Çăвăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 1980 çулта çуралнисем
- Етӗрнере ҫуралнисем
- Раҫҫейӗн вӑрӑм дистанцисене чупаканӗсем
- Раҫҫейӗн сӑртламлӑ вырӑн тӑрӑх чупаканӗсем
- Раҫҫей марафон ҫыннисем
- Раҫҫейӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа чемпионӗсем
- Раҫҫейӗ ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнчери класӑн спорт ӑстисем
- Спортсменсем, алфавитпе
- Чăваш Енĕн спортсменĕсем
- Чăваш Енре çуралнисем
- Раççейре çуралнисем