Сăваплăха Çырни

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Сăваплăха Çырниавраам тĕнĕсенче (иудаизм, христианлăх тата ислам) — сăваплăх кĕнекисен пуххи.

Иудаизм[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кĕмĕл хупланчăкĕпе пуçтарнă Танах.
1976 çулта Еврей фончĕ Бетти Форда парнеленĕ экземпляр

Иудаизм тĕнĕнче Танах (еврейсен Библийĕ) Сăваплăха Çырни шутланать[1].

Сахал йышлă самарянсем (йышĕ – 796 çын, 2017 çул тĕлне)[2] хăйсен тĕнĕпе Сăваплăх Çырни вырăнне Самарянсен Пиллĕк кĕнекине (ăна уйрăмла самарян çырăвĕпе çырнă) çеç йышăнаççĕ, Танахра çырнă турă сăмахĕсемпе килĕшмеççĕ[3].

Христианлăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Христианлăхра Сăваплăха Çырни шутне Кивĕ Халал (Танах тата хушма сăваплăх кĕнекисем) тата Çĕнĕ Халал кĕреççĕ, иккĕшне пĕрле вара Библи теççĕ[4]. Çĕнĕ Халал, уйрăмах Евангели, Библире христиансемшĕн чи кирли пулать[5].

Ислам[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алăпа çырнă Коран. Ĕнчĕ, XVII ĕмĕр

Исламра Сăваплăха Çырни шутне Коран çеç кĕрет, ытти сăваплăх кĕнекисем, Коранран малтараххисене — Таурат (Моисейĕн Пиллĕк кĕнеки), Забур (Псалтирь), Инджиль (Евангели) — мăсăльмансем пĕр хушă кăна йышăннă пулнă, каярах вĕсене пăрахăçланă[6]. Матфей, Марк, Лука тата Иоанн евангелисене мăсăльмансем йышăнмаççĕ, вĕсемшĕн Иса (Иисус Христос) çине Турă ярса панă вĕрентни (канон кĕнеки) пулнă, анчах та ăна çухатнă[7].

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Библия»
  2. ^ The Samaritan Update Retrieved 1 January 2017.
  3. ^ Мень А. Самарянское Пятикнижие // Библиологический словарь. — М.: Фонд имени Александра Меня, 2002. — Т. 3. — ISBN 5-89831-028-2
  4. ^ Э.Н.П. Библия I. Общие сведения // Православная энциклопедия. — М.: Церковно-научный центр «Православная энциклопедия», 2002. — Т. Ошибка Lua в Модуль:Math на строке 525: attempt to call field '?' (a nil value).. — 39 000 экз. — ISBN 5-89572-010-2
  5. ^ Епископ Александр (Семёнов-Тян-Шанский). Православный катехизис. Божественное Откровение. (Священное Писание и Священное Предание)
  6. ^ Кутуб ас-Самавия // Исламский энциклопедический словарь. — М.: Ансар, 2007. Архивленĕ 1 Юпа уйӑхӗн 2011 çулта.
  7. ^ Библия // Исламская энциклопедия Архивленĕ 1 Ака уйӑхӗн 2022 çулта.

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]