Сĕртĕнӳ (геометри)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Сĕртĕнӳ (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Сĕртĕнÿ — икĕ йĕрĕн е йĕр тата çийĕн пĕр-пĕр пăнчăра пĕрлĕхле сĕртĕневçĕллĕ пулас палăрăмĕ, çавăн пекех икĕ çий пĕр-пĕр пăнчăра пĕрлĕхле тата иккĕшне сĕртĕнекен лаптаклă пулас палăрăмĕ.

Икĕ геометрилле кĕлетке сĕртĕнекен çав тĕле сĕртĕнÿ пăнчи теççĕ.

Сĕртенÿ речĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сĕртĕнÿ речĕ. Вăл икĕ йĕрĕн, йĕрпе çийĕн е икĕ çийĕн вĕсен пĕрлĕхлĕ пăнчи таврашĕнчи çывăхлăхне палăртать.

Çыхăннă палăртавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Сĕртĕневçĕ, йĕрпе, пăнчăра — тӳрĕ йĕр, йĕрпе пăнчăра пĕрремĕш ретри сĕртĕнÿллĕ пулаканскер
  • Кукăрлăх радиусĕ, йĕрĕн пăнчăри — йĕрпе пăнчăра иккĕмĕш ретри сĕртĕнÿллĕ çавракăшăн радиусĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]