Савёлова Светлана Ивановна

Светлана Савёлова | |
Светлана Ивановна Савёлова | |
Çуралнă вăхăт: | 1942, кăрлач, 7 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Симферополь, Крым АССР, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 1999, кăрлач, 30 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ |
Гражданлăх: |
![]() ![]() |
Професси: | XX ĕмĕрти совет кино/театр актриси |
Карьера: | 1960—1968 |
Светла́на Ива́новна Савёлова (7.1.1942, Симферополь, Крым АССР, РСФСР, ССРП — 30.1.1999, Мускав, РФ) — совет кино/театр актриси.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1960 çулта Ялтăра «Прощайте, голуби» фильма çапса илнĕ пулнă. Фильм режиссёрĕ — Яков Сегель ниепле те тĕп рольне валли актриса тупайман. Унсăрах ĕçлеме тытăннă та Сегель Севастополь хулана натура шырама тухса кайнă. Режиссёрăн пуç ыратма тытăннă та вăл аптекăна кĕнĕ. Лавкара пĕр çулталăк каярах шкултан вĕренсе тухнă çамрăк Светлан ĕçленĕ. Актриса хăтланăвен пулман пулин те, çавах режиссёр хĕре роле кĕртет[1]. Çапла ĕнтĕ, Савёлова кинематографа лекет те паллăха тухать. Унпа пĕрле çамрăк актёр Алексей Локтев те фильмра роль тупать.
Кинора ăнăçлă çапăннă хыççăн Савёлова (унчен медицина институтне кĕме ĕмĕтленнĕскер) Щукин театр училищине вĕренме кĕрет. 1965 çулта ăна Е. Б. Вахтангов ячĕллĕ театр труппине йышăнаççĕ. 1966 çултанпа «Ленком» театрĕнче хĕсметре тăнă. 1960-мĕш çулсен иккĕмĕш пайĕнче хавшакрах фильмсенче, çав шутра Максим Горькин «По Руси» киноповеçĕңче (1968), унта каллех Алексей Локтевпе пĕрле, ĕçленĕ. Светланăн экранри чи паллă ролĕ — Евгений Карелов режиссёр ӳнерленĕ «Семь стариков и одна девушка» (1968) популярлă камитĕнче «пуçлакан тренер» Лена Величко — актрисăн кинори юлашки ĕçĕ пулать.
Светлана Ивановна Савёлова хăвăрттăн 1999 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче, алкогольпе интоксикациленнине пулса вилсе кайнă[2]. Вилене Николай Архангел çăвинче (колумбарий № 9, 6-мĕш секци, ниша 303) пытарнă[3].
Пайăр пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Светлана Савёлова институтра вĕреннĕ чухнех пĕр курсра вĕреннĕ Геннадий Байсака качча тухнă, анчах та тепĕртакран уйрăлнă. Каярах хĕрĕн Александр Збруевпа, Николай Караченцовпа, Сергей Миловановпа романсем пулнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1960, Прощайте, голуби, Таня Булатова, медсестра
- 1963, Итле-хе!.., Марийка
- 1964, Зелёный огонёк, Ира Савёлова, мусăк училищинче вĕренсе тухнăскер
- 1964, Повесть о молодых супругах (телеспектакль) Маруся Орлова, çамрăк арăм
- 1966, Юлашки жулик, Катя
- 1967, Хĕвелпе çумăр кунĕ, Света, Алёша йăмăкĕ
- 1968, Руç тăрăх, Таня
- 1968, Çичĕ мучипе хĕр, Лена Величко, çамрăк тренер
- 1988, |Кăвак тăхăннă виçĕ хĕр, Татьяна
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Образцова А. Г. Вступая в жизнь // Искусство кино. — Москва: 1961. — № 5.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Светлана Савёлова. Негаснущие звёзды (2010). Тĕрĕсленĕ 3 Кӑрлач уйӑхӗн 2015.
- Савёлова Светлана. Как уходили кумиры. Ёни Тан @ YouTube (2016-12-13). Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- Сидорчик, Андрей На дне. Как погибала звезда фильма «Семь стариков и одна девушка». aif.ru (2020-10-29). Тĕрĕсленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
- Власова, Александра Нашли мёртвой на третий день, хоронили в платье из реквизита. Отчаяние и нищета Светланы Савёловой. StarHit.ru (2022-01-07). Тĕрĕсленĕ 21 Кӑрлач уйӑхӗн 2022.
- Карпова, Ольга Проклятие комедии. Судьбы актёров фильма «Семь стариков и одна девушка». aif.ru (2024-01-04). Тĕрĕсленĕ 4 Кӑрлач уйӑхӗн 2024.
30 января]]
- ^ Савёлова Светлана Ивановна. Чтобы помнили. Тĕрĕсленĕ 17 Ҫу уйӑхӗн 2016.
- ^ Бернтгольц, Карина Нашли мёртвой на третий день, хоронили в платье из реквизита: что погубило Светлану Савёлову (выр.) (2022-01-07).
- ^ Могила С. И. Савёловой.