Контент патне куҫ

Салтыковка (Балашиха микрорайонĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Микрорайон
Салтыковка
Хула: Балашиха
Координатсем: 55°46′04″ с. ш. 37°54′34″ в. д.HGЯOВ функцию {{#coordinates:}} были переданы некорректные аргументы
Малтанхи статус: паççулкă
Хула йĕрне кĕртнĕ çул: 2003[1]
Халăх йышĕ: 4 100[2] çын (2002)
Сайт: http://saltykowka.narod.ru/

Салтыко́вкаМускав облаçĕнчи Балашиха хулин микрорайонĕ. 2003 çулхи çĕртме, 10 Балашиха районĕн паççулки шутланнă[1].

Дача паççулки

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускавран инçе мар пулнипе, пĕве нумай пулнипе, илемлĕ пейзаж тата хакне пула вунтăххăрмĕш ĕмĕрĕн вĕçĕнче — çирĕммĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Салтыковка мускав интеллигенцин юратнă вырăнĕ пулать. Кунта, сăмахран, Исаак Левитан, Андрей Белый, Всеволод Мейерхольд хăйĕн арăмĕпе Зинаида Райхпа, Иван Солоневич тата ыттисем, каннă, е пурăннă.

2003 çулта Салтыковка Балашиха хула шутне кĕрет, паççулки шайĕнчен тухать[1].

Паллă вырăнсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Пĕвесем, лайăххисем: Ылтăн, Сарă, Тарелочка тата Кĕмĕл.
  • Сарă пĕве хĕрринчи Кил йăви паркĕ.
  • Долгоруковсен кил йăвин ишĕлчĕкĕсем, лайăх упранса юлни пурлăха тытса тăраканĕн çурчĕ (XVIII ĕмĕр), халĕ шкул территоринче пулаççĕ.
  • Ватă революциченхи дачăсем.
  • Синагога (революцичченхи йывăç çурт).
  • Баптистсен храмĕ (хальхи çуртра).
  • Тимĕрçĕ ăсталăхĕн музейĕ (хупăннă).
  • Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă паттăрсен астăвăм палăкĕ.
  • Совет Союзĕн Паттăрĕн, чапа тухнă вĕçевçĕ Евгения Рудневăн (унăн ятне шкула панă) çуралнă, пурăннă пӳрчĕ.

Мускав чукун çулĕн Горький тĕлĕпе Салтыковская платформине, автомобильпе Горьки е Носовихинское шоссепе çитмелле.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Н. И. Артемьев, «Салтыковка».