Сахаровский Александр Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Сахаровский Александр Михайлович
Пурнăç тапхăрĕ авăн, 3 1909чӳк, 12 1983
Çуралнă вырăн Кострома кĕпернийĕ, Раççей империйĕ
Вилнĕ вырăн Мускав, СССР
Çар ăрачĕ ПХК
Хисеп генерал-полковник (1967)
Çапăçусем/вăрçăсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи,
Сивлек вăрçă
Отставкăра 1975

Алекса́ндр Миха́йлович Сахаро́вский (авăн, 3 1909чӳк, 12 1983) — совет разведка хĕсмечĕн ĕçченĕ, генерал-полковник.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1909 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Кострома кĕпернинчи Палка районĕн Большое Ожогино ялĕнче, çĕр ĕçтеш çемьинче çуралнă. Ашшĕ кӳршĕ ялсене хăй тунă япаласене сутма çӳренĕ, кайран Санкт-Петербургри савутра ĕç тупнă. Ашшĕпе пĕрле пурĕ те хулана куçаççĕ. 1925 çулта Александр саккăр çуллă шкула вĕçлет. 1926 çултанпа — Балти карап тăвакан заводра рабочи-разметчик пулса тăрăшать, каярахпа Ленинградри Çурçĕр енчи карап тăвакан верфьре ĕçлет. ССКП пайташĕ (1930).

1931 çулхи юпа уйăхĕнче Сахаровские Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăратаççĕ, çав çултах вăл Вăрçă-политика Толмачёв ячĕллĕ академин каçхи уйрăмне вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1933 çулхи юпа уйăхĕнче Сахаровские Инçет Тухăç Енри Совет Гаванĕнчи 63-мĕш уйрăм çурт-йĕр тăвакан батольонăн ВЛКСМ бюро секретарĕ пулма яраççĕ. Çартан 1934 çулхи раштав уйăхĕнче Ленинград верфьне таврăнать. 1935 çулта ăна Канонер карап юсакан савутăн ВЛКСМ комитечĕн секретарĕ пулма суйланă, çав 1935 çултах Балти патшалăх тинĕс пăрахутлăхне куçарнă, унта вăл парткомра çамрăсен культура инструкторĕ пулса ĕçленĕ. 1938 çулта ăна партком секретарĕ ĕçне хушаççĕ.

Патшахăрушсăрлăх органĕсенче хĕсметре[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1939 çулăн нарăсĕнче парти йыхравĕпе Сахаровские патшалăх хăрушсăрлăх органĕсене ĕçе илеççĕ те Ленинград облаçĕнчи СССР ШĔХК Транспорт управленин 2-мĕш пайĕн пуçлăхĕн çумĕ ĕçне хушаççĕ, çав чухнех ăна патшахăрушсăрлăхĕн кĕçĕн лейтенант çар хисепне параççĕ.

Тулаш разведкин пуçлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕр çул тăршшех Сахаровский пуçлăхăн ĕçне ĕçне туса пынă (1955 çулхи çĕртме уйăхĕнчен), 1956 çулхи çу уйăхĕнче ăна СССР МК Пĕрремĕш тĕп управленин (тулаш разведкăн) пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ, çак ĕçре вăл 1971 çулăн варрине çити тăрăшать. 1956—1967 çулсенче сивлек вăрçă, Çывăх Тухăçри кризисĕ; 1956 çулхи венгри ĕçĕсем; Берлин кризисĕ, Кариб кризисĕ, чехословак ĕç-пуçĕсем чухне разведка операцисене ертсе пынă. Çак вырăнта 15 çул ĕçленĕ, ун чухлĕ СССР тата Раççей Федерацин тулаш разведкин историнче никам та ертсе пыман. 1959 çултанпа — СССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи ПХК Коллегин пайташĕ.

Коллегăсем каланипе, нумай ĕçлеме пултарнă. Йывăр чирленĕ, инсульта чăтса иртернĕ. 1971 варринчен пуçласа 1975 çулхи кăрлач уйăхĕччен Александр Сахаровский СССР ПХК ертӳçĕ патĕнчи кканашçăсен ушкăнĕн аслă канашçи пулнă. 1975 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче отставкăна тухнă.

Виçĕ хутчен Ленин орденĕпе, Хĕрлĕ Ялав, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньле, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Чыс Палли» орденĕсемпе, нумай медальпе, ютçĕр 16 парнипе (çав шутра Болгари) палăртнă. «Патшахăрушсăрлăхăн чыслă ĕçтешĕ» паллине тивĕçнĕ.

1983 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса каять. Новодевичье çăвине пытарнă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]