Контент патне куҫ

Серкĕски районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Серкӗски районӗ ҫинчен куҫарнӑ)
Серкĕски районĕ
Сергиевский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалӑх РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Самар облаçĕ
Администраци центрӗ Серкĕски сала
Йӗркеленӗ вӑхӑт 1928
Район администрацин пуçлăхĕ Екамасов Анатолий Иванович
Район администрацин пуçлăхĕн 1-мĕш çумĕ Сапрыкин Владимир Валентинович
Официаллӑ чӗлхе вырăс
Пурӑнан халӑх (2021)
44 799
(1,43 %)
Йышлӑх 16,3 ҫын/км²
Конфесси йышӗ православсем, мăсăльмансем
Лаптӑк 2749,04[1] км²
Серкĕски районĕ карттă çинче
Вӑхӑт тӑрӑхӗ Шаблон:MSK+1
Телефон кочӗ +7 84655
Сайчĕ

Сергиевски районĕСамар облаçĕн çурçĕрĕнче вырнаçнă районĕ. Тĕпĕ — Серкĕски сали. Унпа юнашар Сургут, Суходол тата Серноводск поселокĕсем вырнаçнă.

Сергиевски салинчи çĕнĕ çуртсем
Сергиевски районĕ
Кӳкĕрт кӳлли

Лаптăкĕ 2720 çм2. Çурçĕрте район Чаллăпуç тата Кушкă районĕсемпе, анăçра — Йăлхав районĕпе, кăнтăрта тата тухăçра — Кинель-Черкассы тата Исаклă районĕсемпе чикĕ тытать. Район территоринче, Серноводск посёлокĕнче, курорт вырнаçнă, унта Кӳкĕрт кӳлли пур. Кивĕ Яккел ялĕпе юнашар питĕ илемлĕ Симĕс кӳлĕ пур. Ун тарăнăшĕ 21 метр. Шыв температури 8 градус яхăн, хĕлле те шăнмасть. [2]. Сургут юханшывĕ çумĕнче "Чăваш кӳллисем" вырнаçнă.

Тĕп шывĕсем — Сук, Сургут, Липовка.

Районта нефть кăлараççĕ. Серноводск паççулкинче кӳкĕртлĕ шывсем çинче санатори ĕçлет. Калиновка ялĕнче нумай шултра вăльăх ĕрчетеççĕ. Сургут паççулки патĕнче панулми пахчисем вырнаçнă.

Сергиевски районне 1928, кăрлач, 10 йĕркеленĕ. Район гимнĕ вырăннă Карлин Н.С. çырнă юрра усă кураççĕ.

Халăх йышĕ, район тытăмлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Районта 47 пин çын пурăнать (2006). Пурĕпе 67 пурăну вырăнĕ. Районта чăваш тата мăкшă ялĕсем пур.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]