Контент патне куҫ

Синенькие (Петровск районӗ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Синенькие пӑхӑр.
Сала
Синенькие
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Сарӑту облаҫӗ
Муниципаллӑ район Петровск
Муниципаллӑ йӗркеленӳ Синенькие
Никĕсленĕ 1859
Пурăнан вырăн  Сала
Почтă индексĕ 412536
ОКАТО кочĕ 63 235 850 001

Синенькие (ирҫ. Чиньэле ки веле[2]) — Сарӑту облаҫӗн (РФ) Петровск районӗнчи сала, Синенькие муниципаллӑ йĕркеленӗвӗн администрациллӗ центрӗ[3], ӑҫта пысӑк ирҫе диаспори пурӑнать[2].

Петровск хулинчен тӳрӗ ҫулпа 12 ҫухрӑм тухӑҫалла вырнаҫнӑ. Сала Медведица юханшывӗ хӗрринче ларать[3]. Синенькийӗпе юнашар ялсем: 2-мӗш Берёзовка, Бобровка, Рязановка, Рузаевка.

1859 ҫулта салана Петровск уесӗн мордва диаспори никӗсленӗ[2][4]. 1914 ҫулта Синенькие (урӑх ят Архангельское)[4]. Петровск уесӗн Вязьмино (Кутьино) вуласӗсен йышне кӗнӗ. Салара пӗр чиркӳ, пӗр чиркӳ шкулӗ, тата 344 кил хуҫалӑхӗ пулнӑ, пӗтӗмпех халӑх йышӗ 2061 ҫын пулнӑ, вӗсенчен нумайрахӑш — ирҫе мордва[2]. 2010 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Синенькийӗре пысӑк пушар пулнӑран 18 кил-ҫурт ҫунса кайнӑ[5][6][7].

Салара "Умарина" ирҫе халӑх этнографи ансамблӗ пур (ирҫелерен куҫарсан пӗчӗк пан улми)[2].

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халăх йышĕ
2002[8]2010[1]
585441

2002 ҫулта Синенькие салин халӑх йышӗн 30% — ирҫе мордва.

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]