Контент патне куҫ

Сомов Александр Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Александр Васильевич
СОМОВ
Александр Васильевич Сомов
Çуралнă вăхăт 1906, пуш, 4
Çуралнă вырăн Маликово сали, Чулхула уесĕ, Чулхула кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1992
Вилнĕ вырăн Шупашкар, Чăваш Республики, РСФСР
Гражданлăх ССРП
Пăхăнулăх
Альма-матер
Чыславсемпе парнесем
Орден Отечественной войны I степени Орден Отечественной войны II степени Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Халăхсен туслăх орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ «Хисеп палли» орден

Алекса́ндр Васи́льевич Со́мовсовет патшалăх/политика ĕçченĕ, Чăваш АССР ХКК председателĕ.

А. В. Сомов вилтăпри. Шупашкар.

1906 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче Чулхула кĕпĕрнин Чулхула уесĕнчи (халĕ Чулхула облаçĕн Дальнее Константиново районĕ) Маликово салинче çуралнă[1]. ПРКП(б) пайташĕ (1927).

1917 çулта Маликово салинчи шкулĕнче пуçламĕш пĕлӳ илнĕ те Дальнее Константиновăри аслă пуçламăш училищине (1918 çултанпа — 2-мĕш ступеньлĕ шкул) вĕренме кĕнĕ[2].

1924 çултанпа — пĕрлĕх/политика ĕçĕнче. Шкулта вĕренсе тухсан, 1924—1928 çулсенче — Сулхула кĕпĕрнинче комсомол ĕçĕнче: вулăсри комсомол организацинче яваплă секретарь, Чулхула уесĕнчи комсомол комитечĕн агитпропуйрăмне ертсе пынă, кайран — Чулхула кĕпĕрнинчи комсомол комитечĕн агитпропуйрăмĕн ертӳç çумĕ пулнă[2].

1928—1930 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă[1], демобилизациленнĕ хыççăн 1930 çулта Чулхулари патшалăхăн техника университечĕн радио факультетне вĕренме кĕнĕ. Университетраăна партком секретарĕ аулмашкăн суйланă. Радиотехника факультетĕнчен тухса Ленинграда куçса кайнă, вĕренĕве пăпахнă та Чулхулари физика-техника ăслăх-тĕпчев институтĕнче лаборант вырăнĕнче тăрăшнă, çав хушăрах кĕрет мар меслетпе Мускаври энергетика институтĕнче вĕреннĕ[2].

1934 çулхи нарăс уйăхĕнче партмассăллă ĕçĕ тĕлĕшĕпе Чулхула Енĕн Лысковăри çĕнĕрен йĕркеленĕ машина-тракторн станцин (МТС) политуйрăмĕн пуçлăх çумĕ пулса ĕçлеме янă, авăн уйăхĕнче вăл — Чăваш АССР-не, Мăн патăръелти МТС политуйрăм пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ[2].

1935—1937 çулсенче ПРКП(б) Чăваш обкомĕнчи Пăрачкав РК иккĕмĕш секретарĕ, 1937—1938 çулсенче — Кувакино РК иккĕмĕш секретарь, 1-мĕш секретарь[2].


1992 çулта Шупашкарта вилнĕ. Шупашкарăн 1-мĕш çăвинче пытарнă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ 1 тата 2 +Фёдоров Ф. Ф.
    −{{{2}}}
    Сомов Александр Васильевич // Электронная Чувашская энциклопедия.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 тата 5 Сомов Александр Васильевич // Гос. ист. архив Чуваш. Респ., Нац. б-ка Чуваш. Респ. Люди труда — гордость Чувашии : мультимедиа. — Чебоксары: Нац. б-ка Чуваш. Респ., 2016.