Пăртта Александр Иванович
Курӑнакан калӑплав
(Степанов Александр Иванович ҫинчен куҫарнӑ)
Пăртта Александр Иванович (чăн хушамачĕ Степанов) — чăваш сăвăçи, драматургĕ. 1963 çулхи акан 4-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Алманч ялĕнче çуралнă.
Раççей Федерацийĕпе Чăваш Ен (1994) ÇП членĕ. 2003 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ ята тивĕçнĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ярославльти театр училищине (АВЗ) вĕренсе пĕтернĕ. Чăваш пукане театрĕнче актёр пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче вылять.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Александр Иванович сăвăсем, поэмăсем тата пьесăсем çырать. Пĕр сăвă кĕнеки тухнă. Çамрăксен театрĕпе Чăваш академи драма театрĕнче унăн пьесисем тăрăх хатĕрленĕ спектакльсем лартаççĕ:
- «Качча кайиччен»;
- «Турă пӳрмен юрату»;
- «Вăрманта юлна çамрăклăх».