Контент патне куҫ

Столярская Данута Альфредовна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Столярский хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Данута Столярская
пол. Danuta Stolarska
Çуралнă чухнехи ят Данута Барбара Столярская
Çуралнă вăхăт 1929, утă, 18
Çуралнă вырăн Познань, Польша е Татищево, Сарăту тăрăхĕ, Анат-Атăл Ен, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт 2011, çĕртме, 14
Вилнĕ вырăн Мускав, РФ
Гражданлăх ССРП РФ
Професси XX ĕмĕрти совет актриси
Карьера 1955—1989
Чыславсемпе парнесем РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1983
IMDb ID 0831642

Дану́та Альфре́довна Столя́рская (çуралнă чухнехи ят — Дану́та Ба́рбара Столя́рская, пол. Danuta Barbara Stolarska[1]; 18.7.1929, Познань (Польша) е Мещановка, Сарăту тăрăхĕ, Анат-Атăл Ен — 14.6.2011, Мускав, РФ) — совет киноактриси, РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1983).

Данута Столярская 1928 çулхи утăн 18-мĕшĕнче Познаньре[1], урăх хыпарсемпе — Анат-Атăл Енĕн Сарăту тăрăхĕнчи Мещановка (халĕ Сарăту облаçĕнчи Татищево поçолăк)[2][3] ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Альфред Карлович Бем-Столярский, поляк-коммунист, 1930—1931 çулсенче — Профинтернăн балкан секцин ертӳç çумĕ, 1931—1936 çулсенче — Тĕнчери моряксемпе портра ĕçлекенсен организацин секретарĕ пулнă. 1936 çулхи утăн 25-мĕшĕнче, Мăн террор чухне, ăна ареасленĕ те 1937 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче персе пăрахнă. Данута 8 çул тултарсан амăшне аресленĕ (1943 çулта лагерьте вилнĕ[4]; урăх хыпарсемпе — упăшкине аресленĕ хыççăнах ăна аресленĕ те персе пăрахнă[2]), çапла вара хĕрача тăлăха тăрса юлнă.

Чулхулари театр училищинче вĕренме тытăннă, унта 1948 - 1950 çулсенче пĕлӳ илнĕ, кайран ВГИКа, Борис Бибиковпа Ольга Пыжова патĕнче ăсталăха туптанă, 1955 çулта[3] диплома тивĕçнĕ. Унпа пĕрле Руфина Нифонтова, Изольда Извицкая, Юрий Белов, Надежда Румянцева, Майя Булгакова вĕреннĕ.

1955 - 1957 çулсенче Патшалахăн киноактёр театрĕнче ĕçленĕ, 1957 çулта М. Горький ячĕллĕ киностудие куçнă. Киностуди ертӳçпе тавлашăва кĕрсен 190 çулхи ака уйăхĕнче актёр карьерине вĕçленĕ[2].


Пенсие тухсан, Мускав çумĕнче, хĕрĕ патĕнче пурăннă.

2011 çулхи çĕртмен 14-мĕшĕнче чĕре хĕснипе вилсе кайнă. Химки çăвинче (153а пайрăм) пытарнă.

Фильмографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]