Стубб Александр
| Александр Стубб | |
| (финн. Alexander Stubb) | |
| Александр Стубб 2025 ҫулта | |
| Ҫуралнӑ чухнехи ят: | Кай-Йоран Александр Стубб |
|---|---|
| Ҫуралнӑ вӑхӑт: | 1968 ҫ. акан 1 |
| Ҫуралнӑ вырӑн | Финлянди, Хельсинки |
| Элтешлӗх: |
|
| Парти: |
Нациллӗ коалици (2024 ҫулччен) Пӑхӑнман (2024 ҫул хыҫҫӑн) |
| Ӗҫлев тӗсӗ: | политика, Финлянди президенчӗ, Финлянди премьер-министрӗ |
Кай-Йоран Александр Стубб (финн. Cai-Göran Alexander Stubb; 1968 ҫ. акан 1, Финлянди, Хельсинки ҫур.) — финн политикӗ, 2024 ҫултан Финлянди президенчӗ. Нациллӗ коалици партийӗн пайташӗ, 2014-2015 ҫ. Финляди премьер-министрӗ ӗҫӗнче пулнӑ, 2008 ҫултан тӗрлӗрен министрлӗхсенче ӗҫленӗ.
Европа Пӗрлешӗвне тӗнчелекен пек 2004 ҫулта вӑл Европа парламентне суйланнӑ, 2008 ҫултан Финлянди ютҫӗр ӗҫӗсен министрӗ. 2011 ҫулта вӑл Финлянди парламентне суйланнӑ, унтан вара Юрки Катайнен кабинетӗнчи Европа ӗҫӗсен тата суту-илӳ министрӗ пулнӑ.
2014 ҫулта Катайнен вырӑнне Стубб Нациллӗ коалици партийӗн лидерӗ пулса тӑнӑ, ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Финлянди президенчӗ Саули Ниинистё Александр Стубба премьер-министр ӗҫне лартнӑран пилӗк партиллӗ коалициллӗ ертсе пыру йӗркеленнӗ. 2015 ҫулхи парламент суйлавне выляса янӑран Стубб Юха Сипиля премьерлӗхӗнче финанс министрӗ пулнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче парти лидерӗ суйлавне Петтери Орпӑран выляса янӑран Стубб финанс министрӗ ӗҫӗнчен тухнӑ тата пӗр ҫултан, 2017 ҫулта Европа инвестици банкӗн вице-президенчӗ пулас тесе парламентрен тухнӑ. 2023 ҫулччен вӑл Европа университечӗн институтӗнчи Транснациллӗ ертсе пыни шкулӗнче директор тата профессор ӗҫӗсенче ӗҫленӗ.
2023 ҫулта Александр Стубб пулас 2024 ҫулхи Финляндири президент суйлавне хӑйӗн кандидатурине пӗлтернӗ. Иккӗмӗш турта 51,6% сасӑ пуҫтарса вӑл ютҫӗр ӗҫӗсен ӗлӗкхи министрне Пекка Хаавистӑна ҫӗнтернӗрен 2024 ҫулта Стубб Финлянди президенчӗ пулса тӑнӑ. Финлянди историнчи Стубб — Карл Густав Эмиль Маннергейм хыҫҫӑн иккӗмӗш финлянди швечӗ президенчӗ тата ку ӗҫе пӗрремӗш ҫавӑн пек суйланнӑ президент пулса тӑнӑ.[1].
Ҫавӑн пек пӑхӑр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асӑрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Junkkari, Marko Mikä on seuraavan presidentin äidinkieli? (фин.). Helsingin Sanomat (2 December 2023).