Сувар (хаçат)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Сувар (хаçат)
Тĕс Эрнере пĕр хут, çырăнмалла
Формат А3
Редактор К. А. Малышев
Никĕсленĕ çурла 1993
Чĕлхе(сем) чăваш

Тираж 5000 ытла экз.
Веб-сайт SUVAR.SU
Сувар хаçатăн 2007 çулхи авăн 14-мĕшĕнчи кăларăмĕн пĕрремĕш пичĕ

СуварТутарстанра тухакан чăваш хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă.

Тĕп редакторĕ — Малышев Константин Анатольевич.

Редакцийĕ Хусан хулинче вырнаçнă.

Тиражĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Сувар» эрнесерен тухакан 8 питлĕ хаçачĕ. Учредитель - ТР Массăллă коммуникацисен "Татмедиа" Агентстви. Телепрограммăсăр пуçне кашни страница чăвашла пичетленсе тухать. 2006 çулхи сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне хаçат тиражĕ - 5348 экземпляр.

Редакторĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

"Суварăн пĕрремĕш редакторĕ Владимир Ильич Данилов (Тутарстан Республикин Нурлат районĕнчи Якурккел ялĕ) пулнă.

Хаçатăн 2-мĕш редакторĕ Николай Михайлович Сорокин (Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕ), виççĕмĕшĕ - Александр Кириллович Иванов (Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи, Хирпуç ялĕ) пулнă.

Хальхи тĕп редактор - Константин Анатольевич Малышев ТР, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕп редактор çумĕ — Вера Валерьевна Александрова, Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Емелькин ялĕнчен.

Çырăнтару[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сувар хаçата Тутарстанри кашни çыхăну уйрăмĕнче çырăнса илме пулать, çулталăклăх çырăну хакĕ Тутарстанра - 396 тенкĕ (2009).Çырăну индексĕ: 54156. Çавăн пекех 2009 çултан кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансем те, Камчаткăпа Калининградра пурăнакнасем те хаçата хăйсен патĕнчи почтăра МАП каталогĕпе çырăнма пултараççĕ. Тулашри çырăну индексĕ: 79273. Ку чухне хаçат хакĕ çур çула 300 тенке яхăн пулать, этем хăш регионта пурăннине кура.

Çыхăну[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Редакци адресĕ: 420066, Хусан, Чистопольски урамĕ, 5-мĕш çурт, 2-мĕш хутри редакцисен комплексĕнчи 3,4,5 офиссем.

Телефон/факс: (843)518-33-75,

журналистсем: (843)292-36-46

янрав уйрăмĕ: (843)294–62–95

Хаçат сайчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Хаçат сайтне 2006 çулта тума пуçланă. 2006 çулхи çурла уйăхĕнче пĕрремĕш бета-версийĕ тухнă.

Тетелри хаçатăн сайтне тума Chuvash.Org пĕрлĕхĕ пулăшнă.


Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • SUVAR.SU - «Сувар» хаçатăн тетелри версийĕ.


Чăвашла хаçат-журнал
Чăваш Ен, Шупашкар:

Капкăн | Кил-çурт, хушма хуçалăх | Сывлăх | Çамрăксен хаçачĕ | Тантăш | Тăван Атăл | Чăваш тĕнчи | Чăваш хĕрарăмĕ | Хатĕр пул | Хресчен сасси | Хресчен сасси Кил | Хыпар | Ялав

Район хаçачĕсем: Авангард | Елчĕк ен | Ӗç ялавĕ | Малалла | Канаш ен | Каçал ен | Пирĕн пурнăç | Пирĕн сăмах | Пурнăç çулĕпе | Самант | Çĕнтерӳ çулĕ | Çĕнтерӳ ялавĕ | Çĕнтерӳшĕн | Çĕрпӳ хыпарçи | Тăван ен | Хĕрлĕ ялав | Ялав | Шăмăршă хыпарĕ | Ял ĕçченĕ | Ял пурнăçĕ

Чĕмпĕр облаçĕ: Канаш | Чăнлă хыпарĕсем | Тутарстан: Сувар | Пушкăрт Республики: Урал сасси | Самар облаçĕ: Самар ен