Сферăлла куçкĕски

Сферăлла куçкĕски, унăн сулăнтаракан çийĕ сферăн сегменчĕ пек.
Сфералла куçкĕски, хăш енĕ сулăнтарнине кура, мăкăралчăк е путăк пулма пултарать
Асăнакан сферăн центрĕ кунашкал куçкĕскишĕн те центр (оптикăлла центр) шутланать, леш сегментăн центрĕ вара куçкĕски полюсĕ пулать. Полюс тата центр витĕр иртекен тÿрĕ йĕр — тĕп оптикăлла тĕнĕл. Центр витĕр анчах полюс тулашĕпе иртекен тÿрĕ йĕрсем вара хушма оптикăлла тĕнĕлсем пулаççĕ.
Путăк куçкĕски çине ÿкекен тата тĕп оптикăлла тĕнĕле параллеллĕ параксиаллă пайăрксем, çавăн пекех, мăкăрăлчăк куçкĕски çине ÿкекен тата тĕп оптикăлла тĕнĕле параллеллĕ параксиаллă пайăрксен тăсăмĕсем те, сулăннă хыççăн, пĕр пăнчăра пĕрлешеççĕ. Çав пăнчăна фокус теççĕ. Вăл пăнчă полюспа центра çыхăнтаркан хушăкра, варринче вырнаçнă. Çапла вара, куçкĕскипе фокус хушши (f) радиусăн (R) çурри пулать:
Кунашкал куçкĕскисен паллă тата пурте пĕлекен тĕслĕхĕсем вĕсем — Çĕнĕ Çулхи чăрăшка çине çакакан тетте-чăмăрсем.
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ландсберг Г.С. Элементарный учебник физики. — 13-е изд. — М.: Физматлит, 2003. — Т. 3. Колебания и волны. Оптика. Атомная и ядерная физика. — С. 249—266. — 656 с. — ISBN 5922103512.