Контент патне куҫ

Сӗмсӗр ҫураҫу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Англипе Шотланди хушшинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи чикӗ
Мария Стюарт ҫамрӑк чухне. Франсуа Клуэ ӗҫӗ


Сӗмсӗр ҫураҫу (акӑлч. Rough Wooing) — Англипе Шотланди хушшинче 1543—1551-мӗш ҫулсенче пулса иртнӗ вӑрҫӑн историллӗ ячӗ. Ку ят Вальтер Скотт XIX ӗмӗрте сарнипе паллӑ пулнӑ. Вӑрҫӑ вӗҫӗнче Франци Шотланди майлӑ пулса Англине хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ пирки Шотланди хӑйӗн ирӗклӗхне сыхласа хӑварайнӑ.

Англи королӗ Генрих VIII Англипе Шотландине пӗрлештересшӗн шутпа, хӑйӗн ывӑлӗ Эдуард VI валли Шотланди королевине Мария Стюарта ҫураҫнӑ пулнӑ. Ку килӗшӳ тӑрӑх, пӗр ҫул та тултарман хӗрачана, вӑл вунӑ ҫул тултарсан упӑшки патне леҫмелле пулнӑ. Анчах Шотланти парламенчӗ, ку туй Шотланди пăхăнманлăхне чакарасран сыхланса, килӗшӗве пурнӑҫа кӗрттермен.

Ҫавна кура Генрих VIII Шотландине хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланине пӗлтернӗ.

1550-мӗш ҫулта акӑлчансен Шотландирен тухса кайма тивнӗ. 1551-мӗш ҫулта Англипе Шотланди хушшинче тӑнӑҫу килӗшевӗ тунӑ.


  • Paterson, Raymond Campbell. My Wound Is Deep: A History of the Later Anglo-Scottish Wars, 1380–1560. — Edinburgh : John Donald Publishers Ltd., 1997. — ISBN 0-85976-465-6.
  • Scott, Walter, Tales of a Grandfather, (1866), 103, (Chp. 29).