Сӳтсе явасси:«Ы» операци тата Шурик урăх шаркурнисем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Нихçан та, нимле контекстра та, «приключения» тенине «шаркурни» (?) тесе куçарман. Яланах «темтепĕр курса çуренисем» тесе куçарнă. «Темтепĕрлевсем» тени — çавна кăшт кĕскенрех калама тăрăшни çеç. Шаркурни тени, семантика енĕпе те, стиль енĕпе те, «приключения» тени патне çывхараймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:16, 8 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Ун пек вăрăммăн мĕншĕн каламалла, кĕскереххи пур чухне. Viktor (сӳтсе явни) 11:20, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
  • Кунта «урăх» мар, кунта «ытти» пулмалла. Мĕншĕн тесен Шурик мыскарисем пурте пĕр ретре, вĕсенчен нихăшĕ те «урăх» (урăхла) мар. Çав вăхăтрах, хуть «ытти» те, хуть «урăх» те, ун хыççăнхи сăмах туртăм (камăнлăх) категорине ыйтать. Мĕншĕн тесен Шурик = Шурикĕн. Шурикĕн ытти (урăх) ĕçĔсем. Юлашки тĕслĕхре -ĕ- элемента ниепле те кăларса пăрахаймастăн. Лере те çавах. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:31, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
    Анчах çапла улаштарасшăнчĕ. Шаркурни янравлă илтĕнет. Çĕнĕ сăмах тата. Ăнланмалла. «Ы» операци тата Шурик татах шаркурнисем тесен камăнлăх ыйтăнмасть, ман шухăшпа. Темтепĕрлев/темтепĕрлĕх всякая всячина çине тăрăнать темелле. Viktor (сӳтсе явни) 11:36, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
    Жанрĕ енчен тӳррĕн палăртма йывăр. Темиçе жанра хутăштарнă пекех. Viktor (сӳтсе явни) 11:38, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Мыскара[кодне тӳрлет]

Мыскара — уйрăм çын е çынсем юри тунă кулашла ситуаци. Хăйне хăй (юри мар) пулакан ситуацие мыскара темеççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:29, 22 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Çапла пуль. Дефиници енчен, ыйтусем çивĕч тăраççĕ чăваш чĕлхинче. Турисем, анатрисем, тутартисем, чĕмпĕрсем, уралтисем хăйсем май палăртаççĕ. Майĕпен терминсене уйăрас пулать ентĕ. Публицистика енчен халĕ пирĕн культурăра пушă. Viktor (сӳтсе явни) 10:21, 24 Нарӑс уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]