Сӳтсе явасси:Ĕнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕр (ӳкерчĕк)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ӳкерчĕк — графика меслечĕпе ăсталанă ĕç. Асăннă япала унашкалли мар. Ăна графика меслечĕпе мар тунă. Çавăнпа та çавна ÿкерчĕк темеççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:41, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Ĕнчĕ хăлха çаккиллĕ хĕр тенӗччӗ ятне. Ӳкерчӗк чӑнах та графика. Пирӗн ӳнер ӗҫӗ валли шаблон ҫук. Ку статья ятне улӑштарма кирлех те марччӗ. Енчен те ытти статьясем – фильм тата ыт. те пулнӑччӗ пулсан ӑнлантарма пулатчӗ - ӳкерчĕк е ӳнер ӗҫӗ тесе. --Andreevart (сӳтсе явни) 16:53, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Шаблон ҫук пирки скульптурӑна те Ӳкерчӗк шаблонӗпе тума тиврӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 16:55, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)лтан[хуравла]

Хăшĕ унта никĕсре? Малтан çăмарти пулнă-и е чăххи? Фильм çак карччынран маларах ниепле те пулма пултарайман пуль. Хăшĕ малтан — çавă тĕп ят. Ыттисем — хушма ятсем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:58, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Чӑнах та. Кирлӗ пек ятне улӑштарӑр апла пулсан, килӗшетӗп, манран чару ҫук. --Andreevart (сӳтсе явни) 17:04, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Пурĕ те вырăнлă. Карччынпа çăмăлтайланма кирлĕ мар. Viktor (сӳтсе явни) 17:12, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Çакăн пек калакансенчен яланах тĕлĕннĕ. США вырăнне АПШ теме юрать те (çăмăлттайланни мар имĕш), чăн-чăн чăвашла калаçма вара юрамасть иккен. Нимĕнле чăваш та нихçан та америккăна АПШ темен, апла калас та çук. Карччын вара кулленхи калаçури ĕмĕрхи сăмах. Ашмарин словарĕнчен (Тезаврус Лингве Чувашорум): <<(карц’ц’ин), картина. Турх. Пит хăрушшăн пăлханса тĕрлĕ карччин тăваççĕ (облака).>> (Юлашки н унта çемçелмест, çавăнпа та ы çырмалла). Ăçта кунта Ашмаринăн çăмалттайлахĕ? США вырăнне АПШ тенинче вара вĕçкĕнлĕх-"çăмалттайлăх" çук мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:28, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Каялла ытлах ан пăхăр-ха. Чăваш вырăнне тьаваш теме пуçлăпăр. Суйласа илмелле сăмахсене. Кивĕ ампара куçарсан та, хăшпĕр пĕренине, никĕсне улăштараççĕ. Viktor (сӳтсе явни) 18:36, 22 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Пĕтĕмпех суя! Чăваш чĕлхинче нихçан та тьаваш тесе çырман. Пулман ун пек япала. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:39, 23 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]