Сӳтсе явасси:Варринелли вăй
Кун пек ят памалла мар ăна. Кунашкал калас-тăк — пырса та перĕнмелле мар. Вăй тени çумне роман, повесть, эпопея евĕрлĕ япала çыпăçтарса хума кирлĕ мар. Специалиста унашкал «романсем» — ытлашши. Вăл çур сăмахранах ăнкарса илме тивĕç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:14, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
Кунашкал каласан тракторист ăнкартса илет. Viktor (сӳтсе явни) 12:19, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Ăнкарма май çук япала Африкара та ăнкарăнмасть. Пĕлместĕп, мĕншĕн «варринелле» е «варринчен» тени «тракториста «ăнланмалла мар» (тепĕр темĕнле сăмах хушсан вар «ăнланмалла» имĕш). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:37, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
Сире валли ятарласа... Viktor (сӳтсе явни) 12:24, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
Вăй тата Хăвăртлану
[кодне тӳрлет]Варринелли тени вăй çеç мар, хăвăртлану та пур. Варрине туртакан вăй тени — йăнăш, специалист мар сынна тÿрех курăнмасан та. Варрине туртакан хăвăртлану теейместĕн. Ку вара специалист мар çынна та паллă. Центростремительная сила тата центростремительное ускорение. Икĕ ăнлавĕ çумĕнчи ăнлантару сăмахĕсем пĕрех. Чăвашла та пĕрех пулмалла. Çапла пулайманни йăнăшшине тепĕр хут кăтартать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:31, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
Акăлчан тракторисчĕ
[кодне тӳрлет]Centripetal force — акăлчанла. Терминăн иккĕмĕш компоненчĕ (пĕрле çырăнать) — лепесток пĕлтерĕшлĕ. Нимĕнле тапни-туртни-чышнисем те çук. Пулма та пултараймасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)
- Варрине туртакан хăвăртанни (хăвăртанăвĕ). Viktor (сӳтсе явни) 13:09, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)