Сӳтсе явасси:Варринченле вăй

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вырăс чĕлхинче «инерционный» тата «инерциальный» сăмахсем пур. Пĕр япалах-и вĕсем? Пĕр япалах мар. Пĕр япалах пулнă пулсан,пĕр тымартан икĕ сăмах шутласа кăларман та пулĕччĕç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:48, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Физикăра, пурнăçри ытти сферисенче пекех, спекуляци факчĕ çителĕклĕ, жуликĕ те чылай. Кунта пирĕн тĕрĕс çырма тăрăшмалла, уншăн çылăх пулмĕ. Viktor (сӳтсе явни) 12:10, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Мĕн тĕрĕс, мĕн тĕрĕс мар? Ун пирки ним те каламан.

Тепĕр хутчен мана физикăна вулатататтăр халĕ. Viktor (сӳтсе явни) 12:11, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Фиктивлă тата псевдо-[кодне тӳрлет]

Физиксем «суя» темеççĕ. Вĕсен лексиконĕнче унашкал сăмах çукрах. Çавăнпа скобкăра фиктивлă, псевдо тесе хушса хунă пулнă. Варринчен вăй — фиктивлă, псевдо вăй. Çавăнпа та вăл ниепле те «тапма» пултараймасть. Паллах, кавычкăсемпе хупма пулать. Анчах кавычкăсемлĕ ăнлав термин картне лараймасть. Ял кулли, çавă кăна. Хăвăртлану пирки пушшех те апла калаймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:45, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Чупма та пултараймасть. Viktor (сӳтсе явни) 12:46, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Варринчен тĕкекен темелле. Чăваш чĕлхинче сăмах тупăнать. Viktor (сӳтсе явни) 12:49, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Нимĕнле тĕкни, чупни, чышни, сысни, шăни, туни, пĕрни, хĕсни, çапни те кирлĕ мар. Ку вăл каçарма çук флуд. Çитменнине тата, шала кĕрсе каяс пулсан, йăнăш. Хуть те мĕнле специалиста та ку паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:06, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Цитата: Варринчен тĕкекен темелле. Цитата вĕçĕ. Çук, апла та, капла та юрамасть. Мĕншĕн тесен ял кулли. Мĕн варринчен? — Вăй варринчен!. Е: Хăвăртлану варринчен. Хăш еннелле иккенне кăтарни кунта пĕлтерĕшлĕ. ГЛАГОЛ КИРЛĔ МАР. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:12, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Акăлчанла[кодне тӳрлет]

Акăлчанла — Centrifugal force. Питĕ ансат. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:01, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Эсир акăлчанла тăвассине хирĕçле марччĕ-и çак таранчен? Viktor (сӳтсе явни) 13:18, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Акăлчанла тăвас пулсан центрифугăлла вăй тата центрифугăлла хăвăртлану темеллеччĕ.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:27, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Акă Ньютонăн иккĕмĕш саккунĕ

.

Сулахай енче хăвăртлану (), сылтăм енче — вăй ().

Мĕне пĕлтерет ку? Вăй тата хăвăртлану, математикăлла çырав енчен пăхсан, чăннипе пĕр япалах иккенне. Вĕсене m коэффициент çеç (масса) уйăрать. Çавăнпа та пĕрне пĕр тĕрлĕ, теприне тепĕр тĕрлĕ калаймастăн. Пĕрне «центростремительное» терĕн пулсан, теприне çаплах «центростремительная» теес пулать. Çак япала — Африкăра та çаплах. Çавăнпа та чăвашла апла мар тесе лараймастăн.

Варринелли хăвăртлану тата Варринелли вăй. Вăт çавăн пек. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:24, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Çак сăмахсене малтан çăварта чăмласа чӳхĕсе пăхăр-ха. Кам ун пек калаçаять? Ансатрах çырмалла. Viktor (сӳтсе явни) 15:37, 27 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]