Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:Галилей Галилео

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сӳтсе явасси:Галилей, Галилео ҫинчен куҫарнӑ)
Юлашки сообщени: 23 кун каялла «Ят» темӑра Viktor ҫырнӑ

Ят

[кодне тӳрлет]

Мӗншӗн кунта запятая ҫырнӑ? Max Tenche (сӳтсе явни) 18:17, 20 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Мĕншĕн тесен хăш компонент ят, хăш компонент хушамат пулнине пĕлмелле. Иванов Иван Иванович — кунта пурте паллĕ темелле. Анчах та: Элтон Джон — кунта епле? Мĕн вăл Элтон, хушамат е ят? Джон мĕскер? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:30, 20 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Хӳреллĕ пăнчă кирлĕ мар кунта. Улăштарас пулать. Viktor (сӳтсе явни) 22:01, 20 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Эп сана ăнлантартăм мĕншĕн хÿреллĕ пăнча кирлине. Эс çавна сĕмсĕр прикказпа мар, аргументпа çапса хуç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:50, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Галилей Галилео. Калăпăр, эс, ăслăскер, пĕлетĕн кунта хăшĕ ят, хашĕ хушамат иккенне. Ман пек ухмаххин епле пĕлмелле? Тепĕр ен: Чăннипе Галилей Галилео темелли традици çук (Эс ху та ăна ун пек каламастăн). Галилео Галилей теççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:01, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла

Çакнашкал çырассине Плотников Николайпа Миронов Анатолий кĕртсе янăччĕ. Эпĕ çавна тытса пыратăп. Кашни хутшăнакан кунта килсе хăйне евĕр пăрсан, йĕрке арканса каять. Ревизионизм çиет Сирĕн чуна. Пĕччĕкренех хăнăхнă та, ытти çынна вырăна хурасси çук. Пысăк саспаллисемпе çырни сăпайлă мар. Viktor (сӳтсе явни) 15:21, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Галилео Галилей çырăр вара. Эпĕ çапла çырăттăм. Тутарсем ята, хушаматне тата çуралнă çула çыраççĕ. Viktor (сӳтсе явни) 15:28, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
вăт эп ăнланмастăп, статья текстĕнче туллиех йăнăшсем. Çырса пĕтермен. Хушмалли нумай. Анчах та статья ятне пырса «тÿрлетессинчен» (?) ытла урăх ĕç тупайман. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:33, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Тĕнчипе паллă уччонăйĕн ятне епле калассине Плотников Николайпа Миронов Анатолий улăштарма пултараймççĕ. Анчах та эпĕ çине-çинех саппяттойсем лармалла теместĕп вĕт. Хăш-пĕр чухне çеç. Ăнланмалларах пултăр тесе кăна. Галилей Галилео тенине никам та ăнланас, ăнланса йишăнас çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:33, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Галилео Галилей çирма пулать. Анчах кунта каллех хăшĕ хушамат, хăшĕ ят пулнин тупсăмĕ паллă мар, — вулакан ухмах пулмасса шанса тăрсан кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:37, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла
Кирек епле те çырăр. Вăл — историри феномен. Ун патне çыру çырас çук. Viktor (сӳтсе явни) 16:29, 23 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)Хуравла