Сӳтсе явасси:Генрих IV (Франци патши)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Патша-король[кодне тӳрлет]

Корольсене патша темелле мар пулĕ тесе шутлатăп. Эсир мĕнле шухăшлатăр? Viktor (сӳтсе явни) 17:44, 13 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)


Салам Viktor (сӳтсе явни)!, ячĕ хатĕр пулнăччĕ, тĕп страницара. Иккеленни пурччĕ ĕнтĕ малтанах. Унсăр пуçне, сăмах пирĕн чĕлхере пур чухне унпа усă курнинчен лайăххи мĕн пур-ши терĕм. Этимологи енчен, — ытти чĕлхесенчен кĕнĕ сăмахсем питĕ нумай. Король, царь сăмахсем те вырăс чĕлхине ют чĕлхесенчен кĕнĕ. Сире хисеплесе — Andreevart 20 Ака уйăхĕн 2017

Салам, Andreevart! Малтан эпĕ ытларах чăвашланнă терминсене çыраттăмчĕ. Халĕ вара категорисене, шаблонсене тунă май шухăш улшăнса пычĕ. Король вара Франци политикин терминĕ пулнă (халĕ историре, культурăра, т.ыт. юлать), çавăнпа вĕсен спецификине шута илмелле пулĕ тетĕп. Чăваш чĕлхинче манăн тĕрлĕ çĕр-шывран кĕнĕ сăмахсемпе анлăн усă курас килет. Паллах, юмахсенче авалхи чăваш сăмахĕсем вырăнлăрах, анчах та пурнăç çивĕчленсех пырать, çавăнпа та ... Хасар е хазар? Тен, хазар çырмалла. Сире хисеплесе, Viktor (сӳтсе явни) 16:41, 20 Ака уйăхĕн 2017 (UTC)