Сӳтсе явасси:Алла вӗрентесси

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сӳтсе явасси:Илентерев ҫинчен куҫарнӑ)

Одомашнить = алла вӗрент. Ку вӑл чӑн чӑвашла. Одомашнивание ҫӑпла май Алла вӗрентесси пулать. Чӑвашла пур чухне мӗншӗн ӑнланмалла мар япала шухӑшласа кӑлармалла-ха? Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:27, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

  • Ку статьяра тарăнтарах пулăм пирки сăмах пырать. Алла вĕрентме пулать кашкăра та. Анчах та ку «одомашнивание» мар. Ахаль йăпану çеç. Кашкăра хуть те мĕн чухлĕ тăрантар, анчах вăл пурпĕрех вăрманалла пăхать (ватттисен сăмахĕ). Кунта, ку статьяра, самантлăх йăпану пирки мар, пин-пин çул хушши тăсăлнă процесс пирки сăмах пырать. Кашкăра алла вĕрентсе йытă пултарни вăл алла вĕрентни çеç мар, çĕр-çĕр пин çул хушши селекци ĕçне те туса пынă стихийăлла майпа. Тата ытти те. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:31, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
    Алла хӑнӑхтарниех вӑл (ӗмӗр-ӗмӗр тӑршшӗ тӑсӑлнӑ пулӑм). Кашкӑр — конкретнӑй тӗслӗх кӑна. Пин-пин ҫул хушшинче кашкӑр алла хӑнӑхса пынӑ та йытӑ пулса тӑнӑ. Тепӗр май тата киле вӗрент пур… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:37, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Час-часах çапла калани тĕл пулать: путеке алла вĕрент, ют сурăха (сутăн илнине) алла вĕрент тата ытти те. Анчах та кунашкал алла вĕрентни — «одомашнивание» мар. Путек те, сурăх та, сысна та капла та килти чĕрчунсем. алла вĕрентмесĕрех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:36, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
    Ку тӗслӗхсем «подружиться» смыслпа. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:38, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
    Алӑра тыт — ку, тӗслӗхрен, «пӑхӑнтар» пӗлтерӗшпе. Ҫавна май «алла вӗрент», «алла хӑнӑхтар» — чӗрчунсем пирки каланӑ чухне шӑп та лӑп «одомашнить» пӗлтерӗшпе. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:43, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кашкăр тата ыттисем[кодне тӳрлет]

Цитата. Кашкӑр — конкретнӑй тӗслӗх кӑна. Цитата вĕçĕ. Кашкăра çеç мар, çерçие, арăслана, упана, пăлана, тыркаса. арлана тата ыттисене те алла вĕрентме пулать. Анчах та вĕсем алла вĕрентсен те килти чĕрчун пулса тăраймаççĕ. Алла вĕрентесси вăл одомашнивание мар, приручение пулать. Вырăсла çапла ыйтни одомашнивание патне илсе çитерет ĕнтĕ. Анчах та статйине апла мар, çапах та одомашнивание тенĕ. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:17, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Ак кунта 1971 ҫулхи словарьтен: одомашнить. М. Скорцовӑн 2012 ҫулта тухнӑ вырӑсла-чӑвашла словарьте те ҫавах: Одомашнивание: алла вӗрентни, киле хӑнӑхтарни. (590 страница). Одомашненные животные — киле вӗрентнӗ чӗр чунсем, выльӑх-чӗрлӗх. Эпӗ хама Михаил Ивановичран та, Егоровран та ӑслӑрах тесе шутламастӑп. Эсир ӑслӑрах пулас… Пӗри, ав, мана эп чӑвашсене вырӑслатасшӑн тет... Эп килте ҫурма вырӑсла ҫурма чӑвашла калаҫатӑп иккен (таҫтан пӗлет-ха). Хӑй мӗнле калаҫни мар, эп мӗнле калаҫни ӑна ытларах пӑшӑрхантарать. Тепӗр хут калатӑп: Википеди — усӑ курма юрӑхлӑ япала пулмалла. Ӑнланмалла мар ҫырса тултарсан унпа (хальхи пек) никам та усӑ курмӗ. Эпӗ те терминсене чӑвашлатассишӗн, анчах ку ӗҫе виҫеллӗ те пӗлсе тумалла. Калӑпӑшӗшӗн мар, пахалӑхӗшӗн тӑрӑшмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:16, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
«Алла вӗрентесси» ҫав тери кӑмӑла каймасть пулсан «Киле хӑнӑхтарни» (ман шутпа ӑна калькӑласа хатӗрленӗ; алла вӗрентни, алла хӑнӑхтарни — йӑлт чӑвашла) ма каймасть? Кунта «Кил» (Дом) та пур… Пач та ӑнланмалла мар «Илентерев» мар-ҫке. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:26, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Корпусра пӑхрӑм: «алла вӗрен», «алла хӑнӑх» пайтах тӗл пулать (ҫав шутра «ручной», «приручить» пӗлтерӗшпе те, ку тӗлӗшпе тавлашмастӑп); «киле вӗрен», «киле хӑнӑх» — пачах та ҫук. Чӑн та калькӑласа хатӗрлени ӗнтӗ. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 17:35, 9 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Çак тĕлти вырăсла ята пăх-ха, мĕн тенĕ унта — приручение е урăхла? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:56, 21 Нарӑс уйӑхӗн 2024 (UTC)[хуравла]