Сӳтсе явасси:Каракалпакстан
Тема хушКатегорисем
[кодне тӳрлет]Тепӗр хут. Мӗншӗн эпӗ "Узбекистан облаçĕсем" категорине ҫӗнӗ ят панӑ пулнӑ ("Узбекистан регионӗсем" ятлӑ категори тума тӑрӑшрӑм). Мӗншӗн тесен Узбекистан Республикин йышӗнче облаҫсем (тӗрӗкле: вилоятсем) кӑна мар пур, Узбекистан Республикин йышӗнче ҫакӑн пек Каракалпакстан Республики пур. Ҫавӑнпа, "Узбекистан облаçĕсем" категорие "Узбекистан регионӗсем" ят пама йӗркеллӗрех пулнӑччӗ. Тепӗр майлӑ каласан, облаҫсем (вилоятсем) кӑна мар, республика та пур. Вырӑс википедине пӑхсан, "Области Узбекистана" категорире тӗп статья пек "Регионы Узбекистана" палӑртнӑ. Ку категорире Каракалпакстан палӑртман, анчах категорин тӗп статьинче (Регионы Узбекистана) Каракалпакстан ҫинчен ҫырнӑ та. Пӑтраштару тухать. Мӗншӗн ку пӑтраштару пирӗнте тумалла? Ман шутпа, тумалла мар! Max Tenche (сӳтсе явни) 19:56, 4 Раштав уйӑхӗн 2025 (UTC)