Сӳтсе явасси:Культсав

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сӳтсе явасси:Кульццав ҫинчен куҫарнӑ)

Кульццав. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:02, 28 Юпа уйăхĕн 2016 (UTC)

Кунта каллех Ellodanis5 хӑй шутласа кӑларнӑ орфографипе усӑ курасшӑн! Юрамасть ун пек! Кульцав — тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:22, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Кам тӳрлетес тейĕ ял ячĕсене, çакăн пек сĕнӳ. Машина/автобус çине ларăр та, ял патне çитсе чăвашла çырнă хăмаллă юпа лартăр (халь вырăсла çырнисем анчах тенĕ пекех), фотографие кунта кăтартăр. Унсăрăн кăмака айне 3 кунлăха хупас пулать алхасакана. Viktor (сӳтсе явни) 09:46, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Алхасакан тесе йĕкĕлтемелле мар. Йăнăш пулсан, ăна тÿрлетесех пулать. Алран кайтăр тесе тумалла мар. Такам таçта тухса çакнă кăтартăш — аргумент мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:52, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Виктор, алхасанаканни кунта эсир. «Культсав» тесе нихҫан та ниҫта та, паянхи кунхине эсир ҫапла ҫавӑрттарса хуриччен, ҫырман! Ҫӑлкуҫ илсе кӑтартӑр. Нестеровӑн справочникӗнче те, Чӑваш энциклопедийӗнче те, район хаҫатӗнче те «Кульцав» тесе ҫырнӑ, ҫыраҫҫӗ те! Администратор пулнӑ май ҫак япаласене ӑнланмаллах ӗнтӗ! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:08, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ну, çырман пултăр. Эппин, тăвăр Кульццав патне. Эп пĕтĕмпех ăнлантарса патăм. Кульцав текен орфограмма — тĕрăс мар. Йăнăш. Пĕр-пĕр йăнăша талккăшпех ĕрчетсе яни вăл çав йăнăша пăрахăçламасть. Йăнăш вăл Африкăра та йăнăш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:16, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
  • Çав тери хытă чакалансан çакă курăнать. Кульцав е Кульццав сăмахри ц — саккунсăр саспалли. Мĕншĕн-ха? Акă мĕншĕн: Цитата. 12§. Б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисене вырӑс чӗлхинчен ҫыру урлӑ йышӑннӑ сӑмахсенче ҫеҫ ҫырмалла: бригада, завод, ферма, Блок, Гладков, Жаров, цирк, ящур.Цитата вĕçĕ. https://chuvash.org/wiki/Хупӑ%20сасӑсем%20(ОП)

Кульцав е Кульццав — «ҫыру урлӑ йышӑннӑ» сăмах шутланмасть. Вăл — «калаçу урлă» йышăннă сăмах шутланать правиласенчи терминологипе килĕшÿллĕн. Урахла каласан, вăл адаптациленнĕ сăмах шутĕнче тăрать. Çапла вара, çав тери хытă чакалансан, унта ц сапаллипе усă курма пачах та юрамасть (параграфри списока пăхăр). Чăннипе, ц паллăна шăнкăрт! кăна кăларса çапса КУльтсав çырмалла. Вăт çапла кунта чи аслă чăнлăх. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:22, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кульцав[кодне тӳрлет]

Вӑрнарсене, тен, кайса вӗрентес пулать малтан? Танлаштарма: «Кульцав» — 50 тупӑнчӗ; 1%8C%D1%86%D1%86%D0%B0%D0%B2&searchphrase=all&Itemid=101 «Кульццав» — 0 тупӑнчӗ! Ҫырмаҫҫӗ ун пек! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 07:25, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Крымсарайкă тенине хăвах вĕт КрымсарайККă тесе улăштартăн. Кунта та çавах. Пĕр ц çеç пулсан, вăл, чăваш çырулăхĕн йĕркевĕсмепе килĕшÿллĕн, янраса илтĕнме тивĕçлĕ. Мĕншĕн тесен л(сонорлă сасă) тата а(уçă сасă) хушшинче вырнаçнă. Тĕслĕхрен, плац, абзац, шприц сăмаха илер. Вăл сăмахсен формисем: плаЦĕ, абзаЦĕ, абзаЦа, аюзаЦăн, шприЦĕ, шприЦĕн, шприЦе. Илсе кăтартнă тĕслĕхсенче пуринче те ц янраса илтĕнет. Эс вара Кульццав сăмахра та çав вырăна янраттарса илтентересшĕн-им? Çук, янраттармалла мар. [[Кульдзав] — кунашкал янрав тĕрĕс мар. КулюЦЦав пулма тивĕçлĕ. Пĕр ц çеç çырни çав тери пысăк йăнăш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:57, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Крымсарайккӑ — кӑна ахаль те ун пек ҫыраҫҫӗ. Вӑрнарсем вара «Кульцав» тесе ҫыраҫҫӗ. Нестеровӑн кӗнекинче те, чӑваш энциклопединче те ҫав формӑпах. Эсӗ, тен тӗрӗссине ҫыратӑн. Анчах эс калани хальлӗхе ҫирӗпленмен, ӑна никам та йышӑнман. Чӗлхе комиссийӗ е урӑх пӗр-пӗр комисси ун пек ҫырма йышӑнать пулсан, халӑх ун пек ҫырма пуҫлать пулсан — тархасшӑн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:09, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Крымсарайккăна ахаль те ун пек çыраççĕ тени — ултав. Тĕнчере нименле «Вăрнар чĕлхи» те çук. Чăннипе вара «вăрнарсем» çеç мар, ПУРТЕ Кульцав çыраççĕ. Анчах та пурте çапла çырни вăл япала йăнăш маррине пĕлтермест. Сонорлă тата уçă сасă хушшинчи сасă ЯЛАНАХ янраса илтĕнмелле. Хăшпĕр чухне кунашкал пулмалла мар тесе никам та йышăну туман. Çук унашкал йышăну!!! Нимле комисси те унашкал йышăну туман. Эппин, пĕр саспалли çеç пулни — пысăк йăнăш. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:26, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Транскрипцине хăварма юрать, проноунсне (ун пек шаблон пурччĕ вырăссен/британсен) уйрăммăн кăтартмалла. Йăлтах чăвашла çырмарăм — ăнланма йывăр, пулас. Viktor (сӳтсе явни) 09:55, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мĕне кирлĕ кунта транскрипци? Никам та тавлашма пултараймасть: Сонорлă тата уçă сасăсем хушшинчи хупă саспаллие янратса каламалла. Исключенисем — çук. Вырăсларан ним улăштармасăр (цитата мелĕпе) кĕртнĕ сăмахсене çеç урăх туртăмпа çыраççĕ. Кульццав кунашкал сăмахсен шутне кĕмест. Оригиналта ун сăн-сăпачĕ пачах урăхла — Кольцовка. Крымсарайккă та çавăн йышшиех, вăл вырăсла Крымсарайкино тенинчен адаптацциленсе пулнă. Адаптациленмесен чăвашла та çавнашкалах çырнă пулĕччĕç. Анчах чăвашла Крымсарайкино мар, Крымсарайккă теççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:05, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Акӑ тепри килчӗ! Тата мӗн хӑтланас тетӗр-ха? Мӗнле «Культсав», «Культ» сӑмахран-им? Ӑҫта ун пек ҫыраҫҫӗ? Кам ҫырать? Е эсир ҫавӑн пек ҫыратӑр тесе ман «Чӑваш халӑх сайтӗнче» ун пек ҫырма пуҫламалла? Ним ҫине таянмасӑр, «ман ҫавӑн пек ҫырас килет» тесе хӑтланатӑр вӗт!!! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:05, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Ну, йăнăш вĕт-ха ĕнтĕ Кульцав тени! Вара пирĕн «Путин та çапла çырать» тесе çавăн хыççăн сикмелле-им? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:20, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мӗн тӑвӑн. Сикес пулать. Калӑпӑр, «Шупашкар» вырӑнне «Шывпашкар» тесе йышӑнсан — ҫавӑн пек ҫырма тивӗ. Ял ячӗсен чӑвашла ячӗсене калӑпӑр, ҫирӗплетмен тейӗпӗр, анчах ҫирӗплетсен пӑхӑнма тивӗ. Ҫирӗплетмен чухне ҫавах та ҫырма хӑнӑхнӑ ятпа усӑ курмалла тесе шутлатӑп. Тӗрӗс-и вӑл, йӑнӑш-и — кӑна эсӗ те мар, эпӗ те мар татса паратпӑр-ҫке. Ҫынсен ушкӑнӗ татса памалла. Комисси йӗркелесе, пӗрле пухӑнса сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн.
Чӑваш орфографийӗ вӑл ҫавах та мӗнле илтӗнни тӑрӑх ҫырӑнмасть. Унта хӑйӗн йӗркисем пур (орфографи правили). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:30, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Шывпушкар — урăх лесема, урăх сăмах. Çавăнпа, Шупашкар çине тĕллесе кăтартнă чух, ăна аса илни ниме те пĕлтермест. Кульцав патне «сикмелли» нимле сăлтав та çук. Паллах, сăмаха чăнах та [Кулдзав] пек калаççĕ пулсан, чăнах та Кульцав пек çырма тивет. Чăннипе вара ăна никам та апла каламасть. «Татса памалли» кунта ним те çук. Сонорлă тата уçă сасăсем хушшинчи саспаллие янратмасăр калаççĕ. Пăнчă. Ку япалана никам та пăрахăçламан. Мĕнле илтĕнни, мĕнле çырăнни пирки сÿпĕлтетни те кунта ытлашши, мĕншĕн тесен (тата тепĕр хут): Сонорлă тата уçă сасăсем хушшинчи саспаллие янратмасăр калаççĕ. Пăнчă.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:20, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кульцав мар, Кульццав[кодне тӳрлет]

Кульцав мар, Кульццав Ellodanis5 (сӳтсе явни) 07:59, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Цитата. Мӗнле «Культсав», «Культ» сӑмахран-им? Цитата вĕçĕ. Хурав:Чăваш чĕлхинчи Кульццав сăмах вырăс чĕлхинчи Кольцовка сăмахран адаптациленсе пулнă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:24, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кульдзав мар, Кульццав[кодне тӳрлет]

Кульдзав мар, Кульццав Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:28, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кульццав пек çырма чĕлхе комиссийĕн нимле йышанăвĕ те кирлĕ мар[кодне тӳрлет]

Кульццав пек çырма чĕлхе комиссийĕн нимле йышанăвĕ те кирлĕ мар. Пачах урăхла: пĕр ц-па çырасах тесен, ку тĕлĕшпе ятарлă йышăну кирлĕ. Анчах унашкал йышăну халлĕхе çук. Пулмасть те. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:37, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Кульццав ҫӑлкуҫӗсем[кодне тӳрлет]

Mapcarta Eastern Europe Russia Volga Region Chuvashia Also Known As — ку ҫӑлкуҫ ӑҫтан пулнӑ? Википедире нумай хушӑ ҫакӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн кунти ята чуххӑмӑн илнӗ. Унсӑр пуҫне, комментарире ҫырни ҫӑлкуҫ пулма пултараймасть пуль? Анонимлӑ ятпа ун пек пайтах ҫырса тултарма пулать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:16, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Халиччен пурте Кульцав çырнине эп йышăннă. Ку йăнăш иккенне те кăтартса панă. Анчах та пурте çăлкуç! çăлкуç! тесе кăшкăрнине кура эпир те апла тума пултаратпăр. Йăнăш вăл — йăнăш. Хуть те мĕнле пулсан та. Çăлкуç тупасси те çав тери çамăл. Хăтана, тахлачăна, кине, кĕрĕве, вăртаха, хăйматлăха, пĕлĕше. юлташа, куккана, аппана, инкене Интернета кĕртсе йĕр хăварма ыйтап та — ĕçĕ те пĕтнĕ. Çăлкуç пирки çав сăлтава пула та паврама пăрахмалла. Ну çыраççĕ çынсем йăнăшпа. Çынсен йăнăшне Турăш туса хумастпăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:40, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Малалла преамбулăри çĕнĕ комментарие пăхăр. Унта — çав тери пысăк пĕлтĕрешлĕ информаци. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:24, 28 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]