Сӳтсе явасси:Опытнăй (Çĕрпÿ районĕ)

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Опытнăй темелле мар-ши? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:10, 25 Çĕртме уйăхĕн 2017 (UTC)

Çаплах ĕнтĕ. Урахла каламаççĕ пулсан. Viktor (сӳтсе явни) 14:25, 25 Çĕртме уйăхĕн 2017 (UTC)
Ăна вырăсла та [Опытнăй] теççĕ. Çырасса кăна Опытный. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:12, 25 Çĕртме уйăхĕн 2017 (UTC)
Ун пек ятлисем нумай - пĕлтерĕшсем шаблона çеç лартмалла. Viktor (сӳтсе явни) 15:28, 25 Çĕртме уйăхĕн 2017 (UTC)
Пуррисем ытларах чухне таçта аякра. Пире пырсах тивмест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:31, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Опытный[кодне тӳрлет]

Опытный тесе ҫыраҫҫӗ-ҫке. Халь ман шыраса лар — Опытнӑй темелле-и, е Опытный. Пӗр купа вӑхӑт иртет ҫакна пула! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:25, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Опытнăй çырни — чăваш чĕлхи валли адаптацилени. Ку вара — ырă пулăм. Таçти Украинари савнашкал ят тĕлĕшпе апла тумасан та пултаран. Кунта вара — тумаллах.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:14, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Сумлӑ таянмалли ҫӑлкуҫра «Опытнӑй» темен. Ма вара «Опытнӑй» ҫинче чарӑнас? Тӳрех, тен, «Опӑтнӑй» тесе шаплаттарса хурас??? (шӳтлетӗп). Опытный пулмалла. Википедине килекен ҫӗнӗ ҫын ҫавах «Опытный» ҫырса хурать. Вара икӗ статья пулса кайма пултарать. Кашни расна ҫырни валли каҫаракан каҫӑ туса пӗтереймӗн. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:24, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Мĕн чăвашла, мĕн варваризмран аякра тăрать — çавă сумлă. Атту вĕреннĕ эпир мĕн чăвашли «сумсăр» тесе шутлама. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:30, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

ял, поççолăк...[кодне тӳрлет]

Чăваш чĕлхинче поççолăк тени кирлех те мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:14, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]

Аха, каласа пӑх-ха эс Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчи ҫынсене — «вӑл сирӗн поселок мар, ял» тесе. Ҫисе ярӗҫ. :) «Маҫтӑр», «мастер», «ӑста» — тесе ятарласа уйӑрса тухнӑ, кунта вара — пур-пӗрех тетӗн... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 18:20, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]
Çĕнĕ Лапсар текенн — хула пайĕ ĕнтĕ вăл. Хулаçум. Тутарла ун пек япаласене бистэ теççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:27, 15 Чӳк уйӑхӗн 2023 (UTC)[хуравла]