Сӳтсе явасси:Пĕрлĕх ĕçлевçи

Содержимое страницы недоступно на других языках.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кашни ĕçлекен сынна «ĕçчен» теейместĕн. Ĕçлекен çын ĕçчен пулмасса та пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:53, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Ĕçчен = деятель, пĕрлĕх ĕçченĕ = общественный деятель, театр ĕçченĕ = театральный деятель. Пĕрлĕх ĕçлевçи = общественный работник (общественник), etc. Viktor (сӳтсе явни) 07:54, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Йăнăш куçарнă[кодне тӳрлет]

Цитата: «Пĕрлĕх ĕçченĕн пурнăçне пĕтересшĕн çынна 12 çултан пуçласа 20 çула çити ирĕклĕхне чараççĕ, ĕмĕрлĕхех ирĕклĕхне чараççĕ е айăпласа вĕлереççĕ[2].» Ниепле те кун пек пулма пултарймасть. Пĕтересшĕн мар, пĕтернĕшĕн. Пуçиле кодексĕ ĕçлевçĕне пĕтересшĕн пек пулса тухать. Пĕтерсшен мар, пачах урăхла: вĕлерме хăтланакана е вĕлерекене явап тыттарсашăн!--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:53, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Ĕçлевçĕ сăмах пур[кодне тӳрлет]

Ĕслевçĕ сăмах сăмахсерсенче те пур, кĕнекесенче тĕл пулать, Гуглпа шырасан та пайтах тупăнать, аналогĕсем те пайтах. Работник, труженик, деятель тенисенче нимле уйрăмлăх те çук, чăвашла Википедире (урăхла каласан кунта) работнике ĕçлекен тесе палăртнă. Ĕçчен тенин вара яр уçă тÿрĕ пĕлтерĕш — трудолюбивый. Сулахаялла-сылтăмалла пур çĕрте те ĕçчен теме пуçласан çак пĕлтерĕш сĕврĕлет. Эп нимĕн те шутласа кăларман: чăвашла Википеди хăй терминсене уçăмлатас йĕркене тытса пырать никĕсленĕренпех. Çавăнпа та «хăнăхнă» тени питех ĕçлемест. Калăпăр, тахçан Горький ячĕпе хисепленекен, Пушкин ячĕпе хисепленекен, Хусанкай ячĕпе хисепленекен тенĕ, халĕ вара пурте Хусанкай ячĕллĕ, Пушкин ячĕллĕ, Ленин ячĕллĕ. Сталин ячĕллĕ теççĕ. Çĕнĕ хăнăху тахçанах вăя кĕнĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:04, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Ĕсчен тени çыннăн статусне мар, унăн шалти пахалăхне, кăмăл уйрăмлăхне пĕлтерет, ăна ыттисем айккинчен епле хакланине (хаклава) кăтартать — ĕçлеме юратать! Вăл ырă, усал, йăваш, хаяр, хавшак, хăватлă, чаплă, начар, аван, йÿрĕк, юмарт, лайăх тенисемпе пĕр ретре тăрать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:13, 19 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)