Сӳтсе явасси:Парăслă линилле карап

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Парăслă линилле карап. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:20, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Йӗр чӑвашла. Мӗншӗн тесен лини акӑлчан чӗлхинчен вырӑс чӗлхине кӗнӗ. Сӑмахӗ пачах ҫук пулсан лини теме пулать. Ивритла та хӑй чӗлхипе אוניית קו тесе ҫырнӑ, קו - йӗр, калаҫнӑ чухне акӑлчан сӑмахӗсене кӗртеҫҫӗ пулин те. Йӗр - след чӑвашла омоним. --Andreevart (сӳтсе явни) 18:33, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Тепре тӗрӗслерӗм, - М.И.Скворцов сӑмахсарӗнче линия-йӗр. --Andreevart (сӳтсе явни) 18:43, 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те пӗр енчен. Анчах чӑваш чӗлхи питӗ вӑйлӑ ассимиляци айне кӗрсе пырать. Нумай пулмасть Шупашкарта та, ялта та пултӑм, кашни килмесрен ҫав япала вӑйланни курӑнать. Питӗ арӑш-пирӗш хутӑштараҫҫӗ калаҫнӑ чух. Ӑнланатӑп, хӑҫан та пулсан ку малалла тата та япӑхланӗ тен, анчах пуррине ҫухатас килместь. Унсӑр пуҫне шкултан пуҫласах пур терминсем те вырӑсла пулнӑ. Ку пысӑк тема. Эпӗ хамран килнине ҫех тума тӑрӑшатӑп. --Andreevart (сӳтсе явни) 09:51, 1 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Юрĕ, пурансан, курăпăр. Кунта халлĕхе акăлчанла тата вырăсла мĕншĕн апла ят панине пăхмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:37, 1 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]