Сӳтсе явасси:Пост-Ньютонла формализм

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ну, тÿрех курăнать вĕт-ха ĕнтĕ капла калама юраманни!

Ăçтан кун пек калан!

Ньютон вăл — хушамат. Пост-Ньютон — вара мĕн пулать? Çук унашкал сăмах!!! Ньютон — пур, Пост-Ньютон вара — çук! Кунашкал япалана Атте-Турă пулсан та ямастăп! --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:52, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

НУ, çук тĕнчере, пулман Пост-Ньютон хушаматлă çын. Ньютон — пулнă, Пост-Ньютон — пулман! Пост-Ньютонла тесен вара «элемент» Ньютон патне мар, Ньютонла текен определени патне пырса тивет. Кайранхи Ньютон мар, Кайранхи тата Ньютонла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:08, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Кунашкал тĕслехсем татах пур. Акă Псевдо-Евклидла уçлăх. Кунта каллех Псевдо-Евклид уçлĕхе теме çук. Мĕн вăл Псевдо-Евклид? Суя Евклид пулать. Унашкал «Суя Евклидсемпе» аппаланмастпăр. Меншĕн тесен Евклид — суя мар. Чăн çын, чăн хушамат. Çавăнпа та Пост-Евклидла. Пост-Евклидла уçлăх. Пост-Евклидла геометри. «Пост» тени Евклид патне мар, «Евклидла» текен определени патне пырса тивет. Вара тин пурте хăйĕн йĕркине ларать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:08, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Енчен те кунашкал пăтăрмахсем пулмасан та, пурпĕрех -ла аффикслă варианта чăваш чĕлхинчен кăларса парахаймастăн. Синонимла вариант шучĕпе те пулин кирлĕ. Пурпĕрех пĕр чухъне пĕр тĕрлĕ, тепĕр чухне тепĕр тĕрлĕ калама тивет. Тĕрлĕ май-меслетсене чăваш чĕлхинчен кăклама пире никам та ирĕк паман. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:08, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]