Сӳтсе явасси:Протеинсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Колчак? Деникин? Юденич? Врангель? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:30, 16 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Ытти чӗлхесенчен нумайӑшӗн ячӗ - Протеин, малтан вырӑсла та ҫапла пулнӑ, кайран вӗсем Белки тесе улӑштарнӑ --Andreevart (сӳтсе явни) 05:49, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Пĕрреллĕ хисепре пулмалла пурте. Вара кайран викификаци тума та çăмăлрах. Пĕррелле хисепре пулни никама та чăрмантармасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:06, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Мĕшĕн «белок»? Тесĕ çавăн пек? Яланах? «Шурă» сăмахран ытти иккĕмĕшле сăмахсем те тума пулать, «шурри» тенине çеç мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:06, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Ятне вырӑсла сӗтрен тата ҫӑмарта шурринчен пама пултарнӑ. Протеина (грекла - пӗрремӗш) чӗрчунсенчен те ӳсентӑрансенчен илме пулсан та, тӗрлӗ чӗлхере тӗрлӗ ят. Тӗслӗхрен ивритла сӗт сӑмах тымарӗнчен пулать -חלבון, сӗт - חלב --Andreevart (сӳтсе явни) 17:32, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Ман шутпа, мĕнпур белоксем пурте шурă тĕслĕ. Тутарла — аксым (ак+сым). Кунта та шурă сăмах. Чăвашла та шурă сăмахранах тума пулать, анчах шурри мар. Шуркка, шураç тата ытти çавнашкалли тупмалла пуль. Вырăсла версие вуласан çакна ăнкарма пулать — белок тата протеин çĕр проценчĕпех пĕр япалана пĕлтерекен сăмахсем пулмасса та пултараççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:55, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Кӗскен каласан, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар. Вырӑсла Сӳтсе явасси страницӑра та халиччен пӗр пӗрне ӑнлантараҫҫӗ. Чӑвашла яичный белок ҫӑмарта шурри пулать, вӑл та протеин шутне кӗрет. Авторӗ хутшӑнсан та лайӑх пулӗччӗ. --Andreevart (сӳтсе явни) 18:15, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

«Çăмарта шурри» тени пĕтĕмпех ăнланмалла. Анчах та «шурри» хăй кăна ăнланмалла мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:29, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Кăштах шутласа-шухăшласа илмелле-хе. Тӳрех татса пама йывăр. Тĕрлĕ вариантсене, пĕлтерĕшсене пăхса тухмалла унчен. Ыранчен. Viktor (сӳтсе явни) 18:37, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Ыранччен мар пуль. Тен 10 çул таранах шутласа çÿреме тивĕ-ха.))--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:42, 18 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Протеин тесен те юрать пуль. Чăваш чĕлхинче шутласа каларасси пулĕ те — вырăнлă пулмĕ. Viktor (сӳтсе явни) 13:30, 19 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Ытти чӗлхесенче чылайӑшӗн - Протеин. --Andreevart (сӳтсе явни) 13:38, 19 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]