Сӳтсе явасси:Хыпар-хăнарлăx
Тен кирлӗ мар, э?
[кодне тӳрлет]Ку лӳппер терминпа кам усӑ курӗ? Никамшӑн та ӑнланмалла марскер. Википеди эксперимент«сем лартмалли вырӑн пулмалла мар! Тен, хӑвӑн математикӑпа тӗрлӗ физикӑпа ӗҫленипе те ҫитӗ? «Справочник» ӗнтӗ вӑл справочниках юлӗ! Тахҫанах чӗлхене кӗнескер, ӑна кунашкал никам та ӑнланман сӑмахпа «ҫӗнме» пӗрре те май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:31, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Каллех, «сăмах çук» тесе, статьяна сиктерсе хăварсшăн-им? (( Ну, хыпар кĕнеки пултăр, анчах та ку япала кĕнеке çеç мар (сăмахран, Иньтернетри ресурс пулма пултарать). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:38, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сӑмаххи пур — пурте пӗлекен «справочник»!!! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:39, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар-хăнар» текен сăмах та пур. Таçта та. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:46, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хыпар-хӑнар — мӗнпур хыпарсене пӗтӗмлетсе калани. Вӑл шутра сас-хура пеккисем те, ҫирӗплетме май ҫуккисем. Мӗн енӗпе «хыпар»-па чӑн фактсене пӗрлештерме пулать — ӑнланаймастӑп. «Хӑнар»-ӗ хӑй кивӗ сӑмах, чӑваш чӗлхинче халь уйрӑммӑн усӑ курӑнмасть. Мӗне вӑл пӗлтернӗ — калама йывӑр. Ахӑртнех, арап чӗлхинчен кӗнӗ («хыпар» та арап чӗлхинчен /ӑна темшӗн тиркеместӗн, «справочник»-а тиркетӗн, иккӗшӗ те чӑн чӑваш сӑмахӗ пулмасан та/). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:02, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хыпар-хăнар тата сас-хура — тулли синонимсем мар. Хыпар-хăнар шутне, çапах та, çирĕплетме май пуррисем кĕреççĕ темелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:17, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ҫук, унта сас-хура та кӗрет. Пӗтӗм хыпар йышне палӑртать. «Сас-хура» — кунта ҫирӗплетме май ҫуккисем кӑна. Таҫта, такамран илтнисем. Пӗлме: мӑшӑр сӑмахсен иккӗмӗш сӑмахӗ ытларах чухне ҫав япаланах пӗлтерекен авалхи сӑмах. Ҫаврӑнӑҫуран вӑл тухнӑ, анчах мӑшӑр сӑмах пек упранса юлнӑ. Тӗслӗх пек «Вӑрҫӑ-харҫӑ» — «вӑрҫӑ» — хальхи сӑмах, «харҫӑ» — авалхи. Юхма Мишши унпа «поход» пӗлтерӗшпе усӑ курать, анчах ку тӗрес мар. «Харҫӑ», ахӑртнех, авалхи сӑмах. «Харкаш» сӑмахпа танлаштарма пулать — вӑл та хирӗҫнине палӑртать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:10, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хыпар-хăнар тата сас-хура — тулли синонимсем мар. Хыпар-хăнар шутне, çапах та, çирĕплетме май пуррисем кĕреççĕ темелле. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:17, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хыпар-хӑнар — мӗнпур хыпарсене пӗтӗмлетсе калани. Вӑл шутра сас-хура пеккисем те, ҫирӗплетме май ҫуккисем. Мӗн енӗпе «хыпар»-па чӑн фактсене пӗрлештерме пулать — ӑнланаймастӑп. «Хӑнар»-ӗ хӑй кивӗ сӑмах, чӑваш чӗлхинче халь уйрӑммӑн усӑ курӑнмасть. Мӗне вӑл пӗлтернӗ — калама йывӑр. Ахӑртнех, арап чӗлхинчен кӗнӗ («хыпар» та арап чӗлхинчен /ӑна темшӗн тиркеместӗн, «справочник»-а тиркетӗн, иккӗшӗ те чӑн чӑваш сӑмахӗ пулмасан та/). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:02, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Унашкал «сăмаххи пур» тесе 1937-38-мĕш çулсенче сăмсаран чышнă, ГУЛАГа ăсатнă. Сăмахран, Т. Матвеева. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:49, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эс вӑл ҫулхи терминсене тишкерсе-и? Вӗсем пурте ӑнланмалла йӗркеленнӗ. Эсӗ тӑваканнисене вара сансӑр пуҫне никам та ӑнланмасть. Вӗсем, терминсем ӑсталакансем, вӗреннӗ вӑл тӗлӗшпе. Вӗсен терминӗсем хыҫҫӑн пач ӑнланмалла мар япала пулса тухман!!! Вӗсем терминсене ыттисемпе канашласа ӑсталанӑ, сан пек «ман ҫавӑн пек тӑвас килет» принципа тӗпе хурса мар. Капла хӑтланса эс чӑвашларах тӑвас вырӑнне ни вырӑсла, ни чӑвашла япала тӑватӑн. Ни чӑваша усӑ памасть вӑл, ни вырӑса. Никама та. Пӗр сана кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:54, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Никам та нимĕн те ăсталамасть. Ăсталани кунта ним те çук. Хыпар-хăнар тени пур-и? Пур. тата мĕн кирлĕ? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:36, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар-хӑнар» = мӗнпур хыпарсене пӗрлештерсе калани. Справочник ≠ Новости! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:49, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вăт, вăт,... Хыпар-хăнар — мĕнпур хыпар, хыпар-хăнарлăх вара çав хыпарсен пуххи пулать. Тимĕр логика. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:59, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тен, сан пуҫунта «хыпар» темле урӑх япалана пӗлтерет. Ман вара «хыпар» = новости, «хыпар» = сведения мар. Справочник вара новости-сен пуххи мар! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:14, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Гугл тата Яндекс йĕркисене лартса пăх-ха. Вара куран унта хыпар тенине мĕнле контекстсенче усă курнине. Хыпар тени вăл хуть те мĕнле информацие те пырса тивме пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:21, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сан пуҫунта. Ыттисен вара яланах = «новость». «Сведения» тени те пур, анчах вӑл уйрӑм чухне усӑ кураканни кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:50, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Гугл тата Яндекс йĕркисене лартса пăх-ха. Вара куран унта хыпар тенине мĕнле контекстсенче усă курнине. Хыпар тени вăл хуть те мĕнле информацие те пырса тивме пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:21, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тен, сан пуҫунта «хыпар» темле урӑх япалана пӗлтерет. Ман вара «хыпар» = новости, «хыпар» = сведения мар. Справочник вара новости-сен пуххи мар! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:14, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вăт, вăт,... Хыпар-хăнар — мĕнпур хыпар, хыпар-хăнарлăх вара çав хыпарсен пуххи пулать. Тимĕр логика. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:59, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар-хӑнар» = мӗнпур хыпарсене пӗрлештерсе калани. Справочник ≠ Новости! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:49, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Никам та нимĕн те ăсталамасть. Ăсталани кунта ним те çук. Хыпар-хăнар тени пур-и? Пур. тата мĕн кирлĕ? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:36, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эс вӑл ҫулхи терминсене тишкерсе-и? Вӗсем пурте ӑнланмалла йӗркеленнӗ. Эсӗ тӑваканнисене вара сансӑр пуҫне никам та ӑнланмасть. Вӗсем, терминсем ӑсталакансем, вӗреннӗ вӑл тӗлӗшпе. Вӗсен терминӗсем хыҫҫӑн пач ӑнланмалла мар япала пулса тухман!!! Вӗсем терминсене ыттисемпе канашласа ӑсталанӑ, сан пек «ман ҫавӑн пек тӑвас килет» принципа тӗпе хурса мар. Капла хӑтланса эс чӑвашларах тӑвас вырӑнне ни вырӑсла, ни чӑвашла япала тӑватӑн. Ни чӑваша усӑ памасть вӑл, ни вырӑса. Никама та. Пӗр сана кӑна. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:54, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар-хăнар» текен сăмах та пур. Таçта та. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:46, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сӑмаххи пур — пурте пӗлекен «справочник»!!! Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 08:39, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вăт-вăт, çапла çав. Хăвах йышăнан. Сведение — хыпар. Вырăсла-чăвашла сăмахсарсенче те çапла. Сведение вăл «справка» тенинех пĕлтерет (вырăс чĕлхинчи синонимсем). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:08, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эп «сведение» хыпар пулмасть темен. Анчах вӑл питӗ сайра хутра усӑ куракан пӗлтерӗш. Ҫавна май «хыпар» тесен пурте «новости» пек ӑнланаҫҫӗ. Контекстра кӑна «сведени» пӗлтерӗшӗ палӑрать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:32, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сайра-и, сайра мар-и — ку ниме те пĕлтермест. Чăннипе вара сайрах та мар. Хуть те мĕнле сăмахăн пĕелтерĕшĕ те контекстран паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:23, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Кĕнеке çеç мар
[кодне тӳрлет]Кĕнеке çеç мар --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:38, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
«Сăмах çук» тесе, статьяна сиктерсе хăвараймастăн
[кодне тӳрлет]Пурин пирки те çырмалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 08:46, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Тутарсен, пушкӑртсен
[кодне тӳрлет]Тутарсемпе пушкӑртсем ку термина «пулӑшулӑх» пек ӑсталанӑ. Пирӗн чӗлхере ун пек май ҫук. «Сӑмахсар» формипе «Пулӑшсар» тума пулать, е чи ӑнӑҫли: «Пулӑшу пуххи» («Сӑмах пуххи» евӗр). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:12, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Пулӑшаканлӑх» — тепӗр ӑнӑҫлӑрах форма: вӑл вӗт-ха пулӑшакан япала… «Пулӑшакан» — «помощник» пурри кӑшт чӑрмантарать-ха ӗнтӗ... Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:14, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Википедире тутарли çук. Пушкăртла вара Белешмәлек. Вăл чăвашла Пĕлмелĕх тенине çывăх. Ку сăмаха вара, синоним шучĕпе, чăвашла статьяна та кĕртнĕ. Пулăшакан (пулăшавçă) теейместĕн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:34, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ҫук пулас, «Паллаш» тенине. «Пӗлмелӗх» пач каймасть, ма тесен ун пек термин йӗркеленеймест. «Пӗлмелӗх кунта информаци ҫителӗксӗр» (/пӗлме ҫитме кунта информаци сахал/ тенине пӗлтерекен). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 09:55, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пĕлмелĕх тенине Гугл шырав йĕркине лартсан, пилĕк тĕслĕх сиксе тухать. Яндекс йĕркине лартсан — çичĕ тĕслĕх. Вăт çавăн пек япала вăл, «йĕркеленеймест» тени. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:06, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тӑванӑм, эс малтан сӑмах формисем мӗнле йӗркеленнине тӗпчесе пӗл, кайран тавлашма пуҫлан. Йӗрекеленеймест тенӗ чухне эп термин пирки каларӑм. «Пӗлмелӗх» = «Пӗлмешкӗн» форми (инфинитивран пулнӑскер). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:38, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пӗлмелӗх = Пӗл (глагол) + ме = Пӗлме (инфинитив). Пӗлме + -лӗх (ҫителӗхлӗх аффиксӗ). Ҫителӗклӗх аффиксӗ сӑмах тӑвакан аффикс мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:53, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пĕлмелĕх тенине Гугл шырав йĕркине лартсан, пилĕк тĕслĕх сиксе тухать. Яндекс йĕркине лартсан — çичĕ тĕслĕх. Вăт çавăн пек япала вăл, «йĕркеленеймест» тени. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:06, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тутар-пушкăрт чĕлхини белешмелек тенине чăвашла когнатласа илсен, пĕлĕшмелĕх пулать. Тымарта унта пулăш- тени мар, пĕлĕш-тени. Пулăш- тени тутарла-пушкăртала Булыш- пулать. Белешмелек текен конструкци тен пăлхар чĕлхинчен куçнă? Ссылка (каçă) тенине те тутар-пушкăртсем белешме(лек) теççĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:27, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пушкӑртсем «паллаш» тенипе ҫывӑх терӗҫ. Паллаш (паллӑ /япала ячӗ/ +лаш) сыпӑннипе пулнӑ… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:42, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕншĕн кунта тутарсен пуçĕ урлă пушкăртсем патне каймалла? Хуть пушкăрт, хуть тутар, çавах вăл. Уйрăмлăх çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:52, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну ман палланӑ тутарсем ҫук ыйтмалӑх... (кунта, ав, ҫав формӑпах йӗркеленӗ, анчах «ыйтмалӑх» ниепле те термин пулса тӑраймасть!) Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:56, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕншĕн кунта тутарсен пуçĕ урлă пушкăртсем патне каймалла? Хуть пушкăрт, хуть тутар, çавах вăл. Уйрăмлăх çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:52, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Паллаш тата пĕлĕш иккĕмĕш шайри (аваларахри) когнатсем. Белеш тата пĕлĕш — пĕрремĕш шайри (хальтерехри) когнатсем. Анчах та пĕлĕш тени паллашнинех пĕлтерет вĕт. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:10, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Апла пулин те пирӗн «Справка» = «Пулӑшу». Ҫавна май «пулӑшу»-па ҫыхӑнтарсан аванрах. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 10:44, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пулăшма тĕрлĕ майпа пулать. Сăмахран, укçа-тенкĕ парса, пульниццара сиплесе тата ытти. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ, сăмахран, ывăлĕ-хĕрне, пулăшас тĕллевпе, хăлха чикки те пама пултарать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:10, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тавлашма санпа чӑн та йывӑр иккен. Хӑвӑн шухӑшна ниепле те улӑштарасшӑн мар. Хӑш-пӗрисемпе тавлашма сӗнмен те, юрать-ха хама валли те нумай ҫӗннине пӗлтӗм (-малӑх/-мелӗх хушӑнса йӗркеленекен сӑмах формисем пирки — ку ыйту мана хама тахҫанах кӑсӑклантаратчӗ, чӑваш чӗлхи справочникӗсенче вара асӑнмасӑр хӑварнӑ). Ҫавӑнтан хама валли уссине куртӑм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:02, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кашнийĕнчех аргументсем илсе кăтартатăп вĕт. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:13, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Юрӑхсӑррисене. «Пӗлмелӗх», сӑмахран, сӑмах форми кӑна. Ҫителӗклӗх аффиксӗпе усӑ курнисем: «Ҫӑкӑрлӑх ҫӑнӑв авӑртрӑм», «Ыйтмалӑх ҫын ҫук», «Пӳртлӗх йывӑҫ касрӑм», тата ытти те — вӗсем формӑсем кӑна, терминсем мар. Кукӑльте (Гуглта) тупӑннӑ тӗслӗхсем пурте — ҫав аффикспа усӑ курса йӗркеленнисем. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:18, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Формăна улăштарма пултарать пулсан, çĕнĕ сăмах (дериват) тума та пултарать. Хуть те мĕнле пулсан та, -лăх/-лĕх аффикс чăн малтан сăмах тăваканни (деривацилекенни) пек паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Атя вара кашни сӑмах форминченех сӑмах туса хурар, э? «Хурар» валли мӗн те пулин тупатпӑр, «хуратпӑр» валли, «хурмастпӑр» тенипе те, тен, мӗн те пулин палӑртӑпӑр… «-лӑх/-лӗх», паллах, питӗ тухӑҫлӑ сӑмах тӑвакан аффикс. Анчах ун та йӗрки пур. Ак кунта 1) — пурте пӗлекенни; 2) эп асӑнакан мелӗ (анчах кунта йӑнӑш пур: вӑл сӑмах тӑвакан аффикс мар: «на семена» - форма кӑна, сӑмах мар; «рублевого достоинства» - ку та форма кӑна, «тенкӗлӗххи» - вӑт ку япала ячӗ ӗнтӗ). «Вӑрманлӑх» — 1-мӗш тӗсӗпе хатӗрленӗскер «лесничество» пек пулма пултарать («Карачура вӑрманлӑхӗ»); 2-мӗш тӗспе хатӗрленӗскер сӑмах форми кӑна: («Вӑрманлӑх кунта вырӑн ҫук» — «Для размещения лесов здесь места нет»). Иккӗшӗ те расна. Танлаштарса пӑх. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:41, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пушкăртсемпе тутарсене кай та вĕрент. Кунта статьяна «Пĕлмелĕх» мар, «Хыпар-хăнарлăх» тесе панă. Чăркăшаканни кунта эп мар, эсĕ. Мĕншĕн тесен консенсус патне çитмесĕрех статья ятне улаштарнă. Хăван пек ят парас тесен, маларах ху килсе çырмаллаччĕ. Анчах та статьяна пуçлаканни эс мар, эп. Вăт çавăн пек пурăнатпăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:00, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Атя вара кашни сӑмах форминченех сӑмах туса хурар, э? «Хурар» валли мӗн те пулин тупатпӑр, «хуратпӑр» валли, «хурмастпӑр» тенипе те, тен, мӗн те пулин палӑртӑпӑр… «-лӑх/-лӗх», паллах, питӗ тухӑҫлӑ сӑмах тӑвакан аффикс. Анчах ун та йӗрки пур. Ак кунта 1) — пурте пӗлекенни; 2) эп асӑнакан мелӗ (анчах кунта йӑнӑш пур: вӑл сӑмах тӑвакан аффикс мар: «на семена» - форма кӑна, сӑмах мар; «рублевого достоинства» - ку та форма кӑна, «тенкӗлӗххи» - вӑт ку япала ячӗ ӗнтӗ). «Вӑрманлӑх» — 1-мӗш тӗсӗпе хатӗрленӗскер «лесничество» пек пулма пултарать («Карачура вӑрманлӑхӗ»); 2-мӗш тӗспе хатӗрленӗскер сӑмах форми кӑна: («Вӑрманлӑх кунта вырӑн ҫук» — «Для размещения лесов здесь места нет»). Иккӗшӗ те расна. Танлаштарса пӑх. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:41, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Формăна улăштарма пултарать пулсан, çĕнĕ сăмах (дериват) тума та пултарать. Хуть те мĕнле пулсан та, -лăх/-лĕх аффикс чăн малтан сăмах тăваканни (деривацилекенни) пек паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:26, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Юрӑхсӑррисене. «Пӗлмелӗх», сӑмахран, сӑмах форми кӑна. Ҫителӗклӗх аффиксӗпе усӑ курнисем: «Ҫӑкӑрлӑх ҫӑнӑв авӑртрӑм», «Ыйтмалӑх ҫын ҫук», «Пӳртлӗх йывӑҫ касрӑм», тата ытти те — вӗсем формӑсем кӑна, терминсем мар. Кукӑльте (Гуглта) тупӑннӑ тӗслӗхсем пурте — ҫав аффикспа усӑ курса йӗркеленнисем. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:18, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кашнийĕнчех аргументсем илсе кăтартатăп вĕт. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:13, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тавлашма санпа чӑн та йывӑр иккен. Хӑвӑн шухӑшна ниепле те улӑштарасшӑн мар. Хӑш-пӗрисемпе тавлашма сӗнмен те, юрать-ха хама валли те нумай ҫӗннине пӗлтӗм (-малӑх/-мелӗх хушӑнса йӗркеленекен сӑмах формисем пирки — ку ыйту мана хама тахҫанах кӑсӑклантаратчӗ, чӑваш чӗлхи справочникӗсенче вара асӑнмасӑр хӑварнӑ). Ҫавӑнтан хама валли уссине куртӑм. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 11:02, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пулăшма тĕрлĕ майпа пулать. Сăмахран, укçа-тенкĕ парса, пульниццара сиплесе тата ытти. Хăшпĕр ашшĕ-амăшĕ, сăмахран, ывăлĕ-хĕрне, пулăшас тĕллевпе, хăлха чикки те пама пултарать.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 11:10, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Консенсус патне çитмен, çавăнпа та малтанхи ятах тавăрмалла
[кодне тӳрлет]Консенсус патне çитмен, çавăнпа та малтанхи ятах тавăрмалла. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:04, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Справочник — лайӑх ят. Ӑнланмалла марри мар. Консенсус тупиччен вӑл пултӑр, темле юрӑхсӑр «Хыпар-хăнарлăх» мар. «Статьяна эп ҫырма пуҫларӑм» тени вырӑнлӑ мар — ку вӑл тем тесен те пӗтӗм чӑвашсен Википедийӗ, санӑн кӑна мар. Хӑвна валли темле «ҫӗнӗ чӑваш чӗлхи» шутласа кӑларасшӑн пулсан — тархасшӑн, уйрӑм чӑваш чӗлхи шутласа кӑларса ҫӗнӗ уйрӑм йӗркеле. Ахаль те эпир ыттисенчен кая юлса пыратпӑр. Санӑн чӗлхӳне никам та ӑнланманран никам та чӑваш уйрӑмне аталантарасшӑн мар. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:15, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Справочник — варваризм. Эс вырăсла пĕлен те, çавăнпа сана «лайăх» пек туйăнать. Анчах вырăсла пĕлмен çыншăн епле? Унашкаллисемшĕн вăл ăнланмалла та мар. Хыпар-хăнарлăх тенинче мĕн пирки сăмах пыни тÿрех курăнать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:51, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кашни сӑмаха «варваризм» тесен чӗлхе пач аталанмӗ. Вырӑссем, ав, пӗрре те хӑрамаҫҫӗ менеджерсемпе усӑ курма (продаван теесшӗн мар-ҫке). Эпир никампа та ҫыхӑнман утрав ҫинче пурӑнмастпӑр. Кампа та пулин ҫавах ҫыхӑнусем тытма тивет. Ӗлӗк арапсем пулнӑ, каярах тутарсем, халь вырӑссем. Чӗлхере вӑл е ку ӑнлав валли термин ҫук пулсан вӑйпа ӑна вырнаҫтармалла мар. Уйрӑмах, енчен те вӑл тахҫантанпах усӑ кураканни пулсан. Пӗр-пӗр ҫӗнӗ термина ҫӗнӗ сӑмахпа кӗртме ҫӑмӑл. Киввине улӑштарас тесен вара пит нумай вӑй хумалла. Википединче ятне улӑштарнипе ҫеҫ ӗҫ тухмасть. «Варваризм» тенӗ чухне ытларах деколонизаци туйӑмӗ кӑна. Ҫав туйӑма илсе пӑрахсан «справочник» йӗркеллӗ сӑмахах. «Хыпар» сӑмаха варваризм теместӗн-ҫке. Хӑть «хыпарӗ», хӑть «справочникӗ» — иккӗшӗ те чӑваш чӗлхишӗн ют. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:20, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Тĕрĕс, варваризмсенчен тÿрех тата яланлăхах хăтăлма май çук. Хăш-пĕрне тÿсмех, чăтмах тивет. Анчах вĕсенчен майĕпен хăтăлса пымалла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:39, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпарпа» «Справочник» ку тĕлĕшпе пĕр ретре тăмаççĕ. Пĕремĕшĕ варваризм мар. Адаптациленнĕ сăмах варваризм шутланмасть. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:42, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Кашни сӑмаха «варваризм» тесен чӗлхе пач аталанмӗ. Вырӑссем, ав, пӗрре те хӑрамаҫҫӗ менеджерсемпе усӑ курма (продаван теесшӗн мар-ҫке). Эпир никампа та ҫыхӑнман утрав ҫинче пурӑнмастпӑр. Кампа та пулин ҫавах ҫыхӑнусем тытма тивет. Ӗлӗк арапсем пулнӑ, каярах тутарсем, халь вырӑссем. Чӗлхере вӑл е ку ӑнлав валли термин ҫук пулсан вӑйпа ӑна вырнаҫтармалла мар. Уйрӑмах, енчен те вӑл тахҫантанпах усӑ кураканни пулсан. Пӗр-пӗр ҫӗнӗ термина ҫӗнӗ сӑмахпа кӗртме ҫӑмӑл. Киввине улӑштарас тесен вара пит нумай вӑй хумалла. Википединче ятне улӑштарнипе ҫеҫ ӗҫ тухмасть. «Варваризм» тенӗ чухне ытларах деколонизаци туйӑмӗ кӑна. Ҫав туйӑма илсе пӑрахсан «справочник» йӗркеллӗ сӑмахах. «Хыпар» сӑмаха варваризм теместӗн-ҫке. Хӑть «хыпарӗ», хӑть «справочникӗ» — иккӗшӗ те чӑваш чӗлхишӗн ют. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:20, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Справочник — варваризм. Эс вырăсла пĕлен те, çавăнпа сана «лайăх» пек туйăнать. Анчах вырăсла пĕлмен çыншăн епле? Унашкаллисемшĕн вăл ăнланмалла та мар. Хыпар-хăнарлăх тенинче мĕн пирки сăмах пыни тÿрех курăнать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:51, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Нивушлӗ никам та ӑнланман «Хыпар-хӑнарлӑх» пӗлтерӗшлӗрех? Пин тӗрлӗ ҫирӗплетрӗм ӗнтӗ ку термин ӑнӑҫлӑ мар тесе — ҫавах кутӑнлашса никам ӑнланма термин ҫине куҫарасшӑн. Кунашкалли чӑн-чӑн вандализм. Ятне улӑштариччен «Хыпар-хӑнарлӑх» тесе усӑ курнине темиҫе тӗслӗх те пулин кӑтарт. «Справочник» тесе ҫырни купи-купипех. Википеди экспериментсем лартмалли вырӑн мар. Эпӗ калӑпӑр, «Чӑваш халӑх сайтӗнче» вӑл е ку термина халӑх мӗнле йышӑннине тӗрӗслесе пӑхма усӑ курма пултаратӑп. Кунта ҫирӗпленнисем кӑна пулмалла. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 14:42, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Нимĕн те ăнлантарман эс. Пĕтĕмпех пустуй. Чăваш чĕлхинче «Хыпар-хăнар» сăмах пур, чăваш чĕлхинче -лăх аффикс пур. Çакна эс нимле çатăлтатупа та çапса хуçаймастăн. Юман — юманлăх. Чыс — чыслăх. Юрĕ, юманлăх, чыслăх тенисем словарьсенче пур, тейĕпĕр. Анчах та вĕренелĕх тенине тупаятăн-и? Эвкалиптлăх тение тата? Нивушлĕ чăваш чĕлхин усравсин кашни çавнашкал тĕслĕхре словарьсенче чакаланса лармалла? Япала ячĕ çумне -лăх/-лĕх хушма чаракан нимле сăлтав та пулма пултарймасть. Ку — универсаллă аффикс. Чаракан нимле правило та çук. Эппин, -лăх тени Хыпар-хăнар çумне те ирĕклĕнех çыпçăнма пултарать. Плотников — Плотниковлăх, Микулай — Микулайлăх. Автоматла майпа çыпçăнать. Бамбук — бамбуклăх, каврăç — каврăçлăх. Ну, тата мĕнле йывăçсем пур. Вĕсенчен хăшĕн çумне хайхи аффикса хушма юрамасть? Шанчăк — шанчăклăх. Ĕмĕт — ĕмĕтлĕх. Вăрçă — вăрçăлăх. Тăнăç — тăнăçлăх. Вăрçă-харçă — вăрçă-харçăлăх. Ăс-хакăл — ăс-хакăллăх. Пултăран — пултăранлăх. Мăян — мăянлăх. Ху еккÿпе тата мĕнле чарусем кĕртесшĕн? Паян — паянлăх. Ĕнер — ĕнерлĕх. Кут — кутлăх. Сăмса — сăмсалăх. Справочник çырнипе ан хăрат. Вăл вырăс сăмахĕ. Вырăс чĕлхинче унашкал сăмах пуррине эпир пĕлетпĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:28, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эп сана пӗр япала пирки, эс урӑххи пирки. «-лӑх» аффикс ҫук тесе каларӑм-и? Пӗрре те. Ун икӗ вариант таранах пур. «Хыпар-хӑнар» сӑмаха никӗс пек усӑ курни юрӑхсӑрри пирки каларӑм-ҫке. Хыпар-хӑнар хӑй нумайлӑха пӗлтерет (хыпарсен пӗрлӗхне), тата эсӗ ун ҫумне нумайлӑх сӗмӗллӗ тепӗр аффикс хушатӑн. Питӗ те ӑнланмалла сӑмах пулса тухрӗ ӗнтӗ. Сӑмахӗ те кунта: 1) «Хыпар-хӑнарлӑха» никам та ӑнланмасть (ыйтрӑм ҫынсенчен, никам та калаймарӗ; мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парсан «тӗлӗнтермӗш…» терӗҫ); 2) ун пек сӑмах чӑваш чӗлхине хальлӗхе кӗмен (сансӑр пуҫне никам та усӑ курмасть); 3) «Справочник» пурте усӑ куракан сӑмах; 4) Википеди экспериментсем лартмалли вырӑн мар.
- Эпӗ санпа «Справочника» хӑварас тӗллевпе мар тавлашатӑп. Чӑваш чӗлхинче вырӑс сӑмахне хӑварассишӗн мар. Чӑвашла ҫырнӑ текст сӑмах купи мар, ӑнланмалла текст пулмаллишӗн. Эсӗ кӑна мар, ыттисем те ӑнланччӑр. Саншӑн, тин кӑна чӑвашла вӗреннӗскершӗн, хуть «Хыпар-хӑнарлӑх» пултӑр, хуть «Справочник» пурпӗрех. Ыттисемшӗн вара пурпӗрех мар, вӗсем ӑнланмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа унашкаллине курсан хупаҫҫӗ те Википедине урӑх кунта кӗмеҫҫӗ. Эсӗ ху кӑна ҫак пӗтӗм проекта ҫӗклейместӗн. Кунне пӗр 10 статья ҫырӑн-и… Мӗнпур халӑхпа пӗрле Википедине аталантармалла. Ӑнлануллӑ ҫырмасӑр ку ӗҫе тума май ҫук.
- Кун пек та ӑнлантараймарӑм пулсан… чӑн та пӗлместӗп. Чӑн та тӗп тӗллев чӑвашла Википедине май ҫитнӗ таран ӑнланмалла ма тӑвас тӗллев лартнӑ пуль… Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:22, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Нимĕн те ăнлантарман эс. Пĕтĕмпех пустуй. Чăваш чĕлхинче «Хыпар-хăнар» сăмах пур, чăваш чĕлхинче -лăх аффикс пур. Çакна эс нимле çатăлтатупа та çапса хуçаймастăн. Юман — юманлăх. Чыс — чыслăх. Юрĕ, юманлăх, чыслăх тенисем словарьсенче пур, тейĕпĕр. Анчах та вĕренелĕх тенине тупаятăн-и? Эвкалиптлăх тение тата? Нивушлĕ чăваш чĕлхин усравсин кашни çавнашкал тĕслĕхре словарьсенче чакаланса лармалла? Япала ячĕ çумне -лăх/-лĕх хушма чаракан нимле сăлтав та пулма пултарймасть. Ку — универсаллă аффикс. Чаракан нимле правило та çук. Эппин, -лăх тени Хыпар-хăнар çумне те ирĕклĕнех çыпçăнма пултарать. Плотников — Плотниковлăх, Микулай — Микулайлăх. Автоматла майпа çыпçăнать. Бамбук — бамбуклăх, каврăç — каврăçлăх. Ну, тата мĕнле йывăçсем пур. Вĕсенчен хăшĕн çумне хайхи аффикса хушма юрамасть? Шанчăк — шанчăклăх. Ĕмĕт — ĕмĕтлĕх. Вăрçă — вăрçăлăх. Тăнăç — тăнăçлăх. Вăрçă-харçă — вăрçă-харçăлăх. Ăс-хакăл — ăс-хакăллăх. Пултăран — пултăранлăх. Мăян — мăянлăх. Ху еккÿпе тата мĕнле чарусем кĕртесшĕн? Паян — паянлăх. Ĕнер — ĕнерлĕх. Кут — кутлăх. Сăмса — сăмсалăх. Справочник çырнипе ан хăрат. Вăл вырăс сăмахĕ. Вырăс чĕлхинче унашкал сăмах пуррине эпир пĕлетпĕр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:28, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хыпар-хăнар хăйех нумайлăха пĕлтерет. Эппин, ун çумне çыпçанакан -лăх урăх сĕмлĕ. Нумай-нумай мар. Нумайлăх пирки пĕрре пĕлтернĕ, тепре калама кирлех мар. -лăх/-лăх аффикса нумайлăха пелтерекенни пек çеç кăтартма хăтланни — пĕтĕмпе суя. Апла мар. Илер акă чыслăх сăмаха. Мĕн ку? Чыс вăл — пĕрре кăна. Вĕл е пур, е çук. Е кутлăх тенине илĕпер. Миçе кут? Патшалăх — миçе патша? Патшалăхлăх — ку тата мĕн? Пуплерĕш: Панда бамбуклăхра пурăнать? Бамбуклăх сăмах словарьсенче çук. Вара мĕн? Çынсем пурте вырăслах калаçассишĕн ăнтăлаççĕ. Ку вăрттанлăх мар. Ун тĕлĕшпе мĕншĕн мана ăнлантармалла? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:45, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Ху пек ят парас тесен, статьяна хăвăн пуçласа çырмалла
[кодне тӳрлет]Ху пек ят парас тесен, статьяна хăвăн пуçласа çырмалла. Эпир вара, ытти хутшăнавçăсем, тен, сана ята улăштарма ÿкĕтлеме пултарăпăр. Тен, питех тавлнашмăпăр та. Администраципе мĕн енчен тавлашатпăр-ха ун пек чухне? Ытларах лешĕ физика, хими, математика терминĕсен пĕлтерĕшĕсене пачах ăнланманнипе. Ытти чухне тавлашсах кайман. Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:13, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Ну вара эп «Справочник» тесе пуҫлӑп, эсӗ «Хыпар-хӑнарлӑх» тесе, тепӗри тата тепӗр ят сӗнсе… Пиллӗкмӗшӗ пушшех те латиницӑпа ҫырас тейӗ… Вара мӗн патне пырса тухӑпӑр? Википеди экспериментсем тумалли вырӑн пулмалла мар. Пурте пӗлекеннисемпе усӑ курмалла. Ҫӗнӗ терминсене вара ятарлӑ вырӑнсенче сӗнмелле. Вӑл терминпа кам та пулин усӑ курма пуҫларӗ пулсан (2-3 ҫын кирлӗ) — вара унпа усӑ курассине малалла сармалла, кунта та ятне улӑштарма пулать. Эпӗ те чӑвашла йӗркеленӗ терминсемшӗн. Анчах ӑнланмаллисемшӗн. Маншӑн хӑть, калӑпӑр, «Киникурлӑх» (тин шутласа кӑларнӑ сӑмах), хӑть «Хыпар-хӑнарлӑх» — пӗр пекех, нихӑшне те эпӗ ӑнланмастӑп. Вӗсем мӗн иккенне пӗлмешкӗн ман вырӑслине кайса пӑхмалла (чӑвашлатас вырӑнне эсир пушшех те хура ӗҫ тӑватӑр — ӑнланмалла мар текст хатӗрлесе ирӗксӗрех вырӑсли ҫине куҫтаратӑр!). «Справочник» тесен вара тӳрех мӗн пирки сӑмах пыни паллӑ. Ман вырӑсли ҫине куҫса «ку мӗн япали-ха?» ӑнланма тивмест. «Хыпар» сӑмаха хӑй вӑхӑтӗнче арапсенчен илмесен вӑл паянхи кунта чӑваш чӗлхинче пулмӗччӗ. Ҫавна май «Справочник» пеккисемпе хамӑр чӗлхене пуянлатни ним хӑрушлӑх та кӳмест тесе шутлатӑп. «Деколонизаци» туйӑмне ҫакӑ паллах вӑйлӑ вӗчӗрхентерет, анчах аталанӑва пӗрре те чармасть. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 12:28, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Мĕншĕн улăштармалла? Вандализм паларăмĕ мар ку. Хыпар-хăнар сăмах чăваш чĕлхинче пур, -лăх аффикс чăваш чĕлхинче пур. Справка, справочный тенисене чăвашла «хыпар» тесе куçарнисем сăмахсарсенче пур. Тата мĕн кирлĕ? Ним те кирлĕ мар. Справочник чăваш чĕлхинче варваризм шутланать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:48, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Сăмах май каласан, чăвашла Вики Администрацийĕ те манран та малтан ХЫПАР КĔНЕКИ тесе ят панă (юнашарла статьясенче, тĕрĕслеме пултаран). Анчах та ку япала кĕнеке çеç маррине кура кăштах улăштарма тиврĕ (калапăр, справочник вăл кĕнеке халлĕн çеç мар, буклет пек те, листовка пек те пулма пултарать; е — Интернетри ресурс). Хыпар çумне тата хăнар хушса хуни те питĕ кирлĕ тесе шутларăм (хыпарлăх çеç — çителĕксĕр). --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:58, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар кӗнеки» те пач каймасть. Каялла (вырӑсла) куҫарсан «Новостная книга» пулса тухать. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:12, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эп те каймасть тенĕ мар-и? Çавăнпа Хыпар-хăнарлăх тенĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:19, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пин хут каларӑм ӗнтӗ — «хыпар-хӑнар» вӑл — мӗнпур хыпарсене пухса каланӑ пӗрлехи ӑнлав. «Сведенисен» мар. Пач урӑх ӑнлавсем. «Сӗтел-пукан» тенӗ чухне эпир «сӗтел» пирки те, «пукан» пирки те, ҫавӑн пекех ытти пирки те калатпӑр (шкапӗ, корвачӗ, …). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:24, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Вулама маннă-и? Е куç витĕрех мар-и? Анчах та эпĕ юриех пысăк сапаллисемпе çыртăм — Хыпар-хăнарлăх. Вопшĕм, эп сан статйусене тĕлли-паллисĕр пăсса çÿремен, ĕнÿне килтен çавăтса кайман. Каяллах тавăрма тивет. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:32, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пин хут каларӑм ӗнтӗ — «хыпар-хӑнар» вӑл — мӗнпур хыпарсене пухса каланӑ пӗрлехи ӑнлав. «Сведенисен» мар. Пач урӑх ӑнлавсем. «Сӗтел-пукан» тенӗ чухне эпир «сӗтел» пирки те, «пукан» пирки те, ҫавӑн пекех ытти пирки те калатпӑр (шкапӗ, корвачӗ, …). Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 13:24, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эп те каймасть тенĕ мар-и? Çавăнпа Хыпар-хăнарлăх тенĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:19, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Эй, мăнтарăн хутшăнавçи! Хыпар «сведение» пулма пултарнине пĕрре йышăнать, тепре каллех каялла чакать... Авкалантаь кăна. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:42, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Хыпар»-ӑн пӗлтерӗшӗсем: Хыпар. «Хыпар ҫитер» пек чухне кӑна «сведения» пек пӗлтерӗш лекет ӑна. Вырӑсла каласан, если притянуть за уши, вара юрать. Сайра усӑ куракан пӗлтерӗш. Эсӗ вара ҫавна тем пысӑкӑша ӳстересшӗн. Уф... тавлашса ывӑнтӑм ӗнтӗ. Урӑх тавлашмастӑп, сана ҫавах тавлашса ҫӗнтерме май ҫук. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 16:35, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пăх, шăк, навус, тислĕк, çăпата, пыйтă пирки çеç калаçсан, паллах, тен, «сайра» пек те курăнма пултарĕ. Анчах чăннипе ун чухне те апла мар. Сайри ниме те пĕлтермест, сайра та мар. Хыпар-хăнар тени, хыпарпа танлаштарсан, пушшех те çĕнĕлĕхсемпе çеç мар çыхăннă. Хыпар-хăнар вăл хыпарсем тени çеç мар. Апла пулсан, юлашки вариантпах (хыпарсем тенипе) çырлахнă пулĕччĕç. Хăвах калан вĕт: сĕтел-пукан вăл сĕтел те, пукан та, анчах вĕсем çеç те мар. Хыпар-хăнар тĕлĕшпе те çавах: вăл хыпар та, хăнар та, анчах вĕсем çеç те мар. Ман сăмах мар, санăн хăвăн. Эп унпа килĕшетĕп. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:00, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
Виçĕ лексема: вĕренмелĕх, пĕлтермелĕх, пĕлтерÿ-хыпар
[кодне тӳрлет]Цитата. Кунт<и> пĕлмелĕх, вĕренмелĕх тĕлĕшĕнчен тавра курăма ÿстерекен пĕлтерÿ-хыпар Кушлавăш текен вун икĕ ял епле пуçланса кайнине, унта авалтан халăх мĕнле пурăннине, вĕсен хальхи вăхăтри пурнăçне Çемен Элкерĕн «Кушлавăш уйĕ» очеркĕпе танлаштарса пăхма май пачĕ. Цитата вĕçĕ. Музейри япаласем пирки сăмах пырать. Геронтий Никифоров. Кăтартнă сăмахсем пурте япала ячĕсем пулаççĕ. Пурте «справка» тенине çывăх https://ok.ru/chvashnats/topic/70312089750288 Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:03, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Пĕррехинче чăвашла кĕнекесем кăларакан пĕр чăваш çыравçи хăйне Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ тенине вуланăччĕ. Пĕр сăмахĕ тăван чĕлхери термин пулать ĕнтĕ. ă саспаллине у çине куçарсан вара, чăваш чĕлхи диалект статусне куçать. Viktor (сӳтсе явни) 21:03, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- Хăнарлăх сăмаха арча тĕпĕнченех илнĕ теме те пулать. Ăна ăнланакан çын сахал пуль. Ăна статья пайне кĕртсе çырмалла çеç. Viktor (сӳтсе явни) 21:10, 24 Юпа уйӑхӗн 2023 (UTC)
- «Ăнланмастăн» пулсан, мĕншĕн «хыпар-хăнар» тетĕн? Е эс апла «хыпар-хăнар» теме те хăраса тăратăн? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:21, 8 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024 (UTC)