Сӳтсе явасси:Угра çинче тăни

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пулма пултараймасть![кодне тӳрлет]

Ну пулма кпултараймасть кунашкал япала! Эпикăллă япалана унашкал тани теейместĕн! Ку вырăсла стояние сăмаха стойка сăмахпа улăштарнипе пĕрех! Протест! Тата хăш енчен чышать тăрав тени? Мĕн пур унта çав териех хăрушши??????????????????????????????? Мĕн тăнийĕ тата? Малтан выртнă та унтан сасартăк сиксе тăни-им? Ку вăл — процесс! Кама хăратасшăн тăрав вырăнне тăни туса хурса? Калани — калав, сыхлани — сыхлав, çырни — çырав, курни — курав, хайлани — хайлав, кĕтни — кĕтев, тĕллени — тĕллев, сисни — сисев, итлени — итлев, вĕçни — вĕçев, хÿтĕлени — хÿтĕлев .... Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:52, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Чăвашла мар — хăлхана касать. Viktor (сӳтсе явни) 12:04, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]
Касмасть. «Калав» тени касмасть вĕт? Сăнав тени те касмасть. Ĕçлев, çÿрев, хаклав, васкав, суйлав, ăнлав, тăрлав, кашлав, шухăшлав, хунав, ялтарав, шеллев, пуплев, евĕрев, кĕрлев, юнав, шырав,.... «Тăни» тени вара, эсир калашле, хăлхана çеç мар, тымарĕ-мĕнĕпех касса илет. Мĕншĕн тесен кунта ахаль-махаль вырăн мар. Кунта — энциклопеди. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:00, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]

Тавăр, тархасшăн, каялла![кодне тӳрлет]

Ну, Виктор, тархасшăн тавăр каялла ку япалана. Турă ячĕпе ыйтатап. Мĕне кирлĕ кунта мана аппаланма, енчен те кунашкал япаласенете кăларса ывăтатан пулсан? Тупата турăшăн, тархасласа ыйтатап. пуççапатăп. Унашкал эпикăллă япала ун пек пулма пултараймасть. Мĕн тăни? «Лешĕ» тăни-и? Манран, ват çынран тенĕ пек, унашкалах мăшкăлламалла мар ĕнтĕ... Ellodanis5 (сӳтсе явни) 14:28, 18 Юпа уйӑхӗн 2022 (UTC)[хуравла]