Сӳтсе явасси:Формаллĕ капашла рет
Степенне чăвашла улăштармалла мар пуль. Viktor (сӳтсе явни) 09:28, 24 Пуш уйӑхӗн 2022 (UTC)
- Улăштарман япалана варваризм е макаронизм теççĕ. Вара çавнашкал япалана та чăвашла çавăрттараймасан, мĕн пурăнмалла? Кулленхи сăмах вĕт, темле сайра усă кураканни мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:53, 24 Пуш уйӑхӗн 2022 (UTC)
Тĕслĕхсем
[кодне тӳрлет]Гугл шыравçи çине «капашсăр» çырса хуратпар та — 150 тĕслĕх килет (0,29 сек.). Вăл шутра:
- Вăрнар халăхĕн Аслă Çĕнтерÿри тÿпи капашсăр сумлă.
- Паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсенче тренерсен тÿпи капашсăр пысăк.
- Олимпиадăна çитниех капашсăр пĕлтерĕшлĕ-çке.
- Чи кирли вара — кăмăл-туйăмĕсене çĕклесе капашсăр пуянлатнă,
- Халĕ чăваш чĕлхи аталанăвĕшĕн капашсăр пысăк ĕçсем туса тĕлĕнтеретĕр.
- Паллах, ЧНК президенчĕ Николай Федорович Угаслов тÿпи ку ĕçре капашсăр пысăк.
- Кӗнеке авторӗшӗн – капашсăр савăнăç.
- Палăксем паян, манăн шухăшăмпа, капашсăр мăнаçлă пулмалла мар.
- Енчен те вĕсем капашсăр ĕрчесе кайнă пулсан çакнашкал уйсене таврипех инсектицидсемпе сир- пĕтсе тухни вырăнлă.
- Фронтра Атнаров юрату инкекĕ пек мар капашсăр пысăк асапа - Тăван çĕр-шыв вутра çуннине курать.
- Анчах та çав кÿлĕре капашсăр пысăк та хăрушă çĕлен пурăннă.
Çавăн пекех капашлă тенисем те пур: <<Ун чухне вăл Вероникăн инкекĕ мĕн капашлă иккенне те ыррăн пĕлмен.>>. <<Вăл республикăри çакнашкал производствăпа тăрмашакан хăш-пĕр предприяти пек капашлă мар пулин те экономикăра хăйĕн çул-йĕрне тупма пултарнă.>> <<Н.В.Никольский "Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ" тесе тăван халăха çутта кăларма, культурине ÿстерме, ăс-хакăл пуянлăхне нумайлатма капашлă вăй хунă.>>.
Мĕнпур тĕслĕхсем капаш тени кунта çчеппĕн иккенне пĕлтереççĕ. Капашсăр — больше, чем степень. Капашлă — большой степени. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 10:53, 24 Пуш уйӑхӗн 2022 (UTC) —