Сӳтсе явасси:Хум

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Пĕр куçарăва тишкерни

Вырăсла: Базовым представителем волн являются линейные распространяющиеся волны. Чăвашла куçарни: Тӳррĕн (линейлĕ) сарăлакан хумсем базăри элчисем шутланаççĕ.

  • Таçтан темле «элчи» кунта ним тума та кирлĕ мар. Тĕслĕх темелле пулнă.
  • Базăри элчĕ? Тĕп тĕслĕх. Базăлла тĕслĕх. Никĕсле тĕслĕх. Палăртакан тĕслĕх.
  • Элчĕ. Анчах камăн е мĕнĕн элчи. Хумсен тĕслĕхĕ. Хум тĕслĕхĕ.
  • «Лини» текен япала тÿрĕ çеç мар, кукăр та пулма пултарать. Асăннă предложенире кукăрри-тÿрри пирки нимĕн те каламан. Кунта «линейные» тени «волны» сăмах патне пырса тивет. Линилле хумсем пирки сăмах пырать. Мĕне пĕлтерет-ха ку? Лини тăршшĕпе саланнине пуль-ха ĕнтĕ. Мĕнле йĕрпе (те тÿрĕ, те кукăр) пыни пирки калани çук кунта. Хумĕсем пирки çеç каланă — линейные! Мĕнле хум-ши ку çапах та? Специалист мар çын тÿрех калаймĕ. Анчах та тĕрĕс куçармалла.

Куçару: <<Хумсен базăлла тĕслĕхĕ пек линилле хумсем пулаççĕ>>. Сарăлни пирки каламасан та юрать. Вăл капла та паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 21:56, 3 Юпа уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]