Сӳтсе явасси:Хуткăç

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сӳтсе явасси:Хуткăч ҫинчен куҫарнӑ)

Çунак мар. Мĕншĕн тесен çунман йышши топливосем те пур. Çунак (çунтармалли) вăл — горючее. Анчах та Вырăс Википедийĕнче унашкал статья çук. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 03:06, 30 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

«Çунак» сăмах çук[кодне тӳрлет]

«Çунак» сăмах çук, анчах «çунĂк» сăмах пур. Вырăсла куçарсан — горелое. Запах горелого — çунăк шăрши. Тата ытти те. Çавăн пекех чăваш чĕлхинче «çункăç» сăмах пур (çунакан хуть те мĕнле япала, анчах топливо е горючее мар). Хуткăч терĕмĕр те, анчах ăна хуткăç тесе тÿрлетме питех кирлĕ мар пуль. Мĕншĕн тесен -кăç тата -кăч пĕр япала. Синонимла аффикссем. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:20, 30 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Çынсем калаçмалла мар сăмахсене шутласа ан кăларăр-ха. Халь çăмалтарах ăнланмалла çырас пулать. Ахаль те чăвашла вулакан-калаçакан-çыракан сахал. Эсир тата унта хăварăн хуткăча чикетĕр. Ăна калаçăва кĕртес тесен, пĕр уйăх хушши телевизорпа кĕрлеттерес пулать. Viktor (сӳтсе явни) 10:22, 30 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)
Эп те çавнах калатăп. «Çунак» сăмах çук. Эсир вара ăна кĕртсе янă. Çав вăхăтрах «Çункăç» (çунакан япала) сăмах пур. Хуткăç тени çавăн аналогĕ. Хут-(топить) сăмах пур вĕт? Пур! Топливо — çунакан япала çеç мар. Мĕн вăл çунни? Кислородпа пĕрлешни. Анчах та чылай топливо кислородпа пĕрлешмест. Унсăрах ăшă кăларать. Эппин ун пирки çунать теме çук. Вара чăвашла мĕн темелле унашкал япала пирки? Е чăваша ун пирки пĕлтермесен те юрать?--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 12:13, 30 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

Эпĕ урăхларах каласшăн. Эпĕ ăнланма пултарăп-ха. Хальхи халăх вырăсла ТВ пăхнипе усал сăмах калĕ те вырăслах топливо тейĕ. Хут тымартан топливо тӳрех сисĕнмест. Хут: бумага, этаж, хутлани (умножение), хутлани (кайса килни), хутлăх (среда), хут (кăмака), хут(а) пĕлни, шыва хут (пĕрене, хуппине), мунча хут (мунча ту). Çак тымарăн ытлашшипех пĕлтерĕшĕ. Пĕчĕк ачасем çухалса каяççĕ пулĕ. Китай грамоти пулса тăрать пирĕн çĕнетнĕ чĕлхе. Сăмахран, çавăнпах ĕнтĕ эпĕ пирки сăмаха кĕртсе ятăм. Çинче сăмах çине йывăрлăх чылай тиенĕрен. Чĕлхере тĕрлĕ сăмах çителĕклĕ. Хут-кăч тесен кăмакана хурса чĕртмеллине те тӳрех туйма хĕн. Аффикссене пурĕ те аван пĕлмеççĕ. Авторĕ пуласшăн çунмастăп. Йăнăш тусан тӳрлетме хатĕр. Viktor (сӳтсе явни) 20:41, 30 Чӳк уйăхĕн 2020 (UTC)

«Халăха ăнланмалла» тени пирки[кодне тӳрлет]

Кунашкал принцип еннелле хăваласан, Чăвашла Википеди ним тума та кирлĕ мар. Тыт та вула кирлĕ пулсан Вырăсла Википедие — ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах та чăвашла Википедие ячĕшĕн пуçласа яман вĕт? Чăваш чĕлхи çине йĕрĕнсе пăхакан çын, эс Википедире хуть те мĕнле çырсан та, унта кĕрсе пăхмасть. Ун пеккисене «юрама» тăрăшни — кăлахах. Лешĕ кĕрсе пăхсан та — чăкăлташас тата тепĕр хут йĕрĕнес тĕллевпе çеç кĕме пултарать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:39, 1 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Татах та кирлĕреххи — урăххи. Википеди — вылямалли тетте мар. Энциклопеди вăл — пĕлÿ пуххи. Пĕлÿ пухасси нихçан та çăмăл ĕç пулман. Тата энциклопедире суя пĕлÿ пулмалла мар. Тĕрĕс пĕлÿ çеç кирлĕ. Калăпăр, топливо пирки пулсан, ун çинчен тĕрĕс ăнлантармалла. Суйса мар. Хуть те çурăлса тух, хуть те чикеленсе кай, анчах тĕрĕс пултăр. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:45, 1 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

«Хут» сăмах пирки[кодне тӳрлет]

«Хут» сăмахăн, чăнах та, пĕлтерĕшсем питĕ нумай. Çав тери нумай. Анчах та ăна халлĕхе чăвашсем -топить пĕлтерĕшпе усă курма пăрахман-ха. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:51, 1 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)