Сӳтсе явасси:Чӑвашсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Сӳтсе явасси:Чăвашсем ҫинчен куҫарнӑ)

Мĕнле халăх вăл - чăвашсем?

Кăмăл туртăмĕ пулсан çак статьясене пăхса илĕр малтанлăха: Чăвашсем, Авалхи чăваш хулисем, Атăлçи Пăлхар. Viktor 18:39, 22 юпа 2008 (UTC)

Статьяри сăмахсене епле çырасси пирки[кодне тӳрлет]

Кун-çул тенине пĕрле çырма май çук-ши?

Авторитетлă çăлкуçсене хирĕçлени[кодне тӳрлет]

Çак самантра ку статья АВТОРИТЕТЛĂ ÇĂЛКУÇСЕНЧЕ (АÇ) палăртнă шухăшсене хирĕçлет. Чăваш Кĕске Энциклопедийĕнчен: "В процессе этнич. консолидации болгар, суваров и др. родственных им племён, а также частичной ассимиляции ими мест. финно-угров и буртасов к рубежу 12–13 вв. сформировалась единая болгар. (древнечуваш.) народность." Нимĕнле "гипотеза" пирки те каламан кунта. Пурте яр уçă, ниçталла нимĕн пăркаланми. http://enc.cap.ru/?t=publ&lnk=3719 --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:42, 18 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)

Энциклопедирен те авторитетлараххи мĕн пур тата чăвашсемшĕн? --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 16:43, 18 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)

Çак статьяпа https://ru.wikipedia.org/wiki/Чуваши килĕшетĕр-и Эсир? Тутарсен 3 гипотеза (тутар халăхĕн генезисĕ пирки) пур. Тен, çак статьяна диалектика майĕпе майлаштармалла. Малтан çак тема лăпкă тăратчĕ. Историпе политика ăслăхĕсем — йĕкĕрешсем. Viktor (сӳтсе явни) 17:11, 18 Кăрлач уйăхĕн 2016 (UTC)
Эсир тĕллесе кăтартнă статья самаях вăрăм. Анчах та çапла калама пултарап: унăн хальхи версийĕ мана, тĕпрен илсен, тивĕçтерет (чăн, "гипотезăсем" еннелле сулăнни унта та пур). Тутарсем "версисемпе вылянине", тем, пит сăнасах кайман (фриксен алхасăвне шута илместĕп). Ак мĕн çырнă вĕсен Википедийĕнче:Төрки телләрнең кыпчак төркеменә керә. <...> Лексика ягыннан татар теленә иң якын тел — башкорт теле, аннары ногай, каракалпак, казакъ, балкар, үзбәк, уйгур һәм комык телләре бара.. Нимĕнле "версисене те асăнман кунта. Вырăсла статьясенче те, тутарлисенче те. Пурте йĕркеллĕ! (обществăра пулса пыракан ĕçсем пирки каллех шăпăрт пулăпăр...). Ытти тĕлте те нимĕнле уни-кунисем çук. Статьясене "политикăлатса" янисене эп те хирĕç. Чăнлахсăр пуçне ним те кирлĕ мар. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:49, 10 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)

Вандалсемпе, тролльсемпе мĕнле кĕрешмелле[кодне тӳрлет]

Уйрăмах "рецидивистсем" хăрушă пулас. Ун пеккисене блоклама та пулать пуль. Анчах теплерен пĕрре апла пулса тухнишĕнех çынна ун пек хĕсмелле мар-тăр. "Профилактика" кунĕсем ирттерме пулать. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 23:49, 10 Нарăс уйăхĕн 2016 (UTC)