Контент патне куҫ

Сӳтсе явасси:2-мĕш тапăну çарĕ

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
Тема хуш
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

"Чышă" сăмах çук. "Ударная армия" сăмахпĕрлешĕвне куçарас тесен тӳрремĕн куçарма кирлĕ мар. Чăвашăн мĕн, çар терминологийĕ хĕсĕк-им? Аркатакан çар, Тапăну çарĕ. Пĕрремĕшĕ япăхрах, "хурах" евĕрлĕрех. Тапăнупа усă курсан вара лайăхрах, чăваша ăнланмалларах та. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:27, 29 раштав 2008 (UTC)

"Тапăну" сăмахăн тепĕр пĕлтерĕшĕ "наступление" пулать. Анчах та, вырнаçмасть пулсан, апла та куçарма юрать. Тен, "тап" тĕпĕн тепĕр варианчĕ пур? Viktor 05:51, 29 раштав 2008 (UTC)
Шăп та лăп "тапăну" пĕлтерĕше усă курасшăн та ĕнтĕ. "Ударная армия" — тапăнакан, малта пыракан çара пĕлтерет. Тӳрремĕн электронлă тăлмачсем кăна куçараç, пирĕн, çынсем, чăвашла куçармалла. "Пырса çапакан çар" тесен ытла вăрăм, "çапакан çар" тĕрĕс мар. "Тапăнакан çар" — чи лайăххи. Николай Плотников (ыйтса пĕлĕр) 05:57, 29 раштав 2008 (UTC)