Тăрмăш (Тăвай районĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Тăрмăш пăхăр.
Тăрмăш
выр. Турмыши
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Тăвай районĕ
Ял тăрăхĕ Тăрмăш
Координатсем 55°30′40″ с. ш. 47°39′48″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: недействительная широта
Наци йышĕ чăвашсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83548
Почтă индексĕ 429281
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 258 825 001
Тăрмăш (Тăвай районĕ) (Раççей)
Точка
Тăрмăш (Тăвай районĕ) (Чăваш Ен)
Точка


Тăрмăш, — Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи ял.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1927 çулчен ял Çĕрпӳ уесĕн Тăвай вулăсне кĕнĕ.

1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ Канаш районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн Тăвай районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн Канаш районне кĕнĕ. 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Тăвай районне кĕрет.

Кулак тесе айӑпланнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӑрмӑш ялӗнчи 9 ҫынна кулак тесе айӑпланӑ[2]:

  • Егоров Поликарп Егорович, 1889 ҫ.ҫ. Тырӑ вырнӑ чухне ҫынсене тара тытса ӗҫлеттернӗшӗн айӑпланӑ. Пурлӑха турса илсе сутся янӑ. 7 ҫынран тӑракан ҫемьене Челябинск облаҫне янӑ. 1989 ҫулта реабилитациленӗ.
  • Иванов Яков Иванович, 1895 ҫ. ҫ. Колзоз ӗҫне чӑрмантарма тӑрӑшнӑшӑн 10 ҫуллӑха лагере ӑсатнӑ, кулак тесе айӑпланӑ. ­Пурӑнмалли ҫуртне туртса илнӗ. 1961 ҫулта реабилитациленӗ.
  • Петров Игнатий Петрович, 1883 ҫ. ҫ. Арман тата ҫӑм арманне тытса тӑнӑшӑн, ҫавӑн пекех колхоз йӗркелессине хирӗҫ агитациленӗшӗн айӑпланӑ. Персе вӗлермелле тунӑ. Пурлӑхне туртса илнӗ. 1988 ҫулта реабилитациленӗ.
  • Петров Степан Петрович, 1887 ҫ. ҫ. Ҫил арманӗ тунӑ, ҫавӑн пекех ял ҫыннине хирӗҫ террорла хӑтланнӑшӑн айӑпланӑ. «Беломорканал» тунӑ ҫӗре янӑ, унта чирлесе ӳксе киле таврӑннӑ чухне вилнӗ, пурлӑхне туртса илнӗ. 1997 ҫулта реабилитациленӗ..
  • Разин Алексей Ефимович, 1897 ҫ. ҫ., 1932 ҫулта ссылкӑра вилнӗ. Вӑрман промышленникӗ тесе репрессиленӗ. Пурлӑхне туртса илнӗ, 7 ҫынран тӑракан ҫемьене Челябинск облаҫне янӑ. 1994 ҫулта реабилитациленӗ..
  • Разин Павел Ефимович, 1897 ҫ. ҫ., дизель арманӗн хуҫи, ҫавӑн пекех кӳршӗри активистӑн кил-ҫуртне вут тивертнӗшӗн айӑпланнӑ. Ҫӗпӗре ӑсатнӑ, унтан таврӑнайман. Пурлӑхне туртса илнӗ. 1990 ҫулта реабилитациленӗ..
  • Фомин Михаил, ҫӑм арманӗпе арман хуҫи. Раскулачить тӑвиччен вилнӗ, ҫемьи ҫӗпӗре ӑсанассинчен хӑтӑлнӑ, пурлӑхне туртса илнӗ. 1990-мӗш ҫулсенче реабилитациленӗ.
  • Шакин Иван Васильевич, 1879 ҫ. ҫ. Вӑрман усламҫи, раскулачить тунӑ, совет влаҫне хирӗҫ агитациленӗшӗн айӑпланӑ, 10 ҫуллӑха лагере ӑсатмалла приговор йышӑннӑ. 1989 ҫулта реабилитациленӗ.
  • Шакин Михаил Васильевич, 1887 ҫ. ҫ. Вӑрман усламҫи. Ял хастарӗн хуҫалӑхне вут тивертнӗшӗн айӑпланӑ. 6 ҫуллӑха лагере яма йышӑннӑ. 1997 ҫулта реабилитациленӗ.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 1417 çын, çав шутра 704 арçын, 713 хĕрарăм пурăннă[3].

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Эдуард Ушаков, "Турмыши. Из истории села", Шупашкар, 2013

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 2010 çулхи çыравăн бази.
  2. ^ Энциклопедия Янтиковского района = Тӑвай районӗн энциклопедийӗ / Чувашская Республика ; главный редактор-составитель В. Я. Шакров ; [автор предисловия В. А. Ванерке]. - Чебоксары : Новое Время, 2020. - 634, [2] с — 258 с.
  3. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]