Контент патне куҫ

Тĕкел

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ханс Мемлингаăан тĕкеллĕх аллегорийĕ

Тĕкел, е тĕкеллĕх (вырăсла целомудрие тени, ахăртнех, софросюнерен тунă калька, грек σωφροσύνη + σώφρων[1]) — мораль тĕлĕшĕнчи лайăхлăх, арамалăх пурнăçĕнчен пăрăннине, тытăнса тăнине пĕлтерет (манахсем яланах, ыттисем мăшăрланиччен тата мăшăрсăр юлсан), е, ĕнтĕ мăшăрланура, килйышри пурнăçра ку енĕпе тÿрĕ пулни[2]. Истори енчен пăхсан, кунашкал сунăмсем тĕн тата этика витĕмĕпе аталаннă.

Çавăн пекех тата тĕрĕс-тĕкел, тата тĕрĕс-тĕкеллĕх ăнлавсене шута илмелле.

Тĕкел тата ытă

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шел пулин те, тĕкел тата ытă ăнласене чăваш чĕлхин сăмахсарĕсем тĕрлĕрен ăнлантарççĕ, пĕрне пĕри хирĕçлеççĕ.

Сăмахран, ак еплерех унталла-кунталла сулăнтарть словарьти çак статья[3]:

Тĕкел, чĕт. Стюх. Тюрл. Тĕкел, попарно. ТХКА 81. Хам хутаçран пĕр ывăç мăйăр ывăçласа илтĕм те, Санюка: ыт-тĕкел, терĕм.— Тĕкел, терĕ Санюк. Ман ывăçран Санюк алли çине иле-иле хурса мăшăрăн шутласа пăхатпăр. Чăнах та тĕкел пулнă. Ст. Чек. Тĕкел = парăлăн. СПВВ. ЕХ. Тĕкел-мăшăрлă. || Нечет. СПВВ. ТМ. Тĕкел – мăшăрсăр. СПВВ. ГЕ. Тĕкел = хăрах, ытă = мăшăр.

Кунашкал лару-тăрура этимологсем мĕн каланине хăлхана чикнинчен ырри çук[4]:

ытă, ыт «нечётное число»; ыт-тĕкел «чёт и нечет»; тат., башк., казах., ног. так, азерб., туркм. тәк, тур. тек, узб. ток «нечётное число»; тат. жӧп, казах. жуп, туркм. жупт, тур. чифт, башк. йоп «чётное число»; тат. такмы-жӧпме, узб. жуфтми ток «чёт и нечёт». Из перс. так «нечётное число»; джофт «чётное число»; чув. ытă, по Рясянену, восходит к тюрк. артук (Материалы. 184); ср. ПК тӳкӓл «целый», «весь», от тукӧ «завершаться».

Кунта та хирĕçÿлĕх пур: ытă тенине мăшăрсăр тенĕ, анчах та юнашарах ыт-тĕкел тенине мăшăрлă тата мăшăрсăр тенĕ — пачах тепр майлă. Сăмахсен этимологине тишкерни çеç чăнлăх патне илсе пырать. Тĕкел вăл — мăшăрсăр тени пулать. Тăхăмла пĕлтерĕшсем те çавнашкалах.

Тĕкеллĕ. одиночный, нечетный. Мункачи.[5]

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Викицитатникре çак темăпа страница пур
Тĕкел
Тĕкеллĕхпе шанăçлăх палăкĕ

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Сексологи