Тĕмер фельдшер пункчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Тĕмер фельдшер пункчĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă фельдшер пункчĕ. Тĕмер ялĕнчи çынсен сывлăхне сыхлас енĕпе ĕçлет.

Фельдшер пункчĕ ялти культура çурчĕнче вырнаçнă. Пурĕ 40 м2 лаптăк йышăнать. Ача-пăча, процедура кабинечĕсем, 2-мĕш ушкăлнă аптека пур. Штатра икĕ медицина ĕçченĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1920-мĕш çулсенче уçнă. 1927-1932 çулсенче ăна медицина пункчĕ тенĕ, заведующий вырăнĕнче Акчел ялĕнче çуралнă А.Т. Кузнецов пулнă. 1930-мĕш çулсенче колхоз роддомĕ ĕçленĕ. 1939 çулта ăна хупнă. 1935-мĕш çулта трахомпа медицина пункчĕсем ĕçленĕ.

Тĕмер ялĕнче 1944 çултанпа аккушер пункчĕ ĕçлет. 1944 çулхи юпа уйăхĕнче фельдшер пункчĕ.

Фельдшерсемпе заведующийсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Т. Зернушкина;
  • Н.Т. Муллина;
  • А.А. Козлова;
  • Р.Н. Крылова;
  • О.П. Козлова (1977 çултанпа).