Тĕмер ял вулавăшĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Тĕмер ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă вулавăш. Тĕмер ялĕнчи çынсене кĕнекесемпе тивĕçтерет.

Пурĕ 620 çын вулама килнĕ, вĕсем пурĕ 8475 хут вулавăша килсе кайнă. Вулавăшра пурĕ 6478 кĕнеке упранать, вĕсенчен 1488 кĕнеке чăваш чĕлхи çинче. Алла 12064 кĕнеке панă, вĕсенчен 4340 кĕнекечăваш чĕлхи çинче.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ял вулавăшне 1924 çултанпа ĕçленкен вулавăш çурчĕ çинче йĕркеленĕ. Пурĕ вал вăхатра 40 кĕнеке вулавăшра упраннă.

Вăрçă вăхăтĕнче çурта ăшăтма май çук пирки кĕнекесене чиркӳ çуртне куçарнă пулнă. 1948 çул валли ял клубĕпе вулавăш валли уйрăм çурт хăпартнă. Ку вăхатра вулавăшра 400 кĕнеке ытла упраннă, вулама ытларах енĕпе ачасем çӳренĕ.

1962 çултанпа вулавăш заведующийĕ Л.Г. Германова (Фёдорова) пулнă. Вулавăш шкулпа, ял клубĕпе тачă çыхăну тытма пуçланă. Колхоз ĕçченĕсем валли кĕнекесене ĕç вырăннех илсе çитернĕ.

1989 çултанпа вулавăш заведующийĕ — А.А. Иванова. Вăл ЧРКПУ пĕтернĕ.