Контент патне куҫ

Танк

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Компоновка танкa: 1-гусеницăллă куçаракан. 2-Танк туппи. 4-тĕтĕмлĕ гранатă перемсем. 5-Танкăн турулĕ. 6- Танкăн двигатель. 8-Пулемёт. 9-Танк брони

Танк — çăпата-кустăрмаллă, тупăпа хĕçпăшалланнă броньăланă çапăçу машини.

Танк T-34-85

Танк пулса тăни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танкăсене Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕртнĕ. Малтанхи кĕске маневрăллă вăрçă ĕçĕсем иртнĕ хыççăн, фронтсенче пĕртанлăх («Окоп вăрçи») пулса тăрать.


Нимĕçсен тыткăнне лекнĕ акăлчансен ромбă схемиллĕ танкĕ (Mk IV пулас)

1919—1938 тапхăрти танкăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Bt7 6.jpg
БТ-7 танкĕ десантпа
Танк Т-26. 1941 çулхи çĕртме, 22 тĕлне РХХÇ 10 000 яхăн Т-26 шутланнă.


1939—1945 тапхăрĕнчи вăрçă танкĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
«Пантера»
«Шерман» (М4 «General Sherman») — АПШ çарĕн вăтам танкĕ. "Оверлорд çар ĕçĕ". 1944 год çулта Нормандие кĕнĕ чух танкĕ çине икĕ шнорхĕль лартнă. Пĕри — сывлăша çăтма, тепри тĕтĕм тухма.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи танк-тăвас ĕçе малалла ыткăнтарать. 6 çул хушшинче танксем унченхи çирĕм çулхи ӳсĕм турĕç. Танксен чылайăшĕ снаряда хирĕçле броняпа, хăватлă вăрăп вуллă тупăсемпе (152 мм таран) хӳтĕленчĕç, вăрçă вĕçĕнче каçхи (тепловисăллă) тĕллевсем (вĕсемпе СССРта вăрçăчченех хăтланса пăхнă), танкăн радиофикацийĕ тивĕçе çитрĕ. Танксене çапăçура усă курмалли меслетсем çӳллĕ ӳсрĕç. Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕсенче нимĕçсен çарпуçĕсем пĕтĕм тĕнчене танк пĕрлешӳллĕ вăйĕсем оперативлă тата стратегиллĕ хупăрлама тата вăрçăна хăвăрт выляса илме пултарнине кăтартнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче танк-тăвакансен «тĕнчери ранк тапĕлĕнче» пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăна совет тата нимĕç конструктăрĕсем тытса пынă. Нимĕç шкулĕ çине тăрсах броньă çирĕплетес тата кĕпçесене вăрăмлатас, приборсене (каçпа сăнамалли инфрахĕрлĕ хатĕрсем) лайăхлатас, машинăн ăшне хăтлăлатас тесе чылай ĕçленĕ, совет шкулĕ вара, ытларах технологилĕх тата нумай туса кăларас тĕллевпе тăрăшнă, тĕп тĕсĕллĕ танк (Т-34, КВ тата ИС) конструкцине кăшт çеç улăштарусене çав тери кирлĕ чух кăна кĕртнĕ. Совет танк шкулĕ çаплах артиллери хатĕрĕсемпе танксене тăнч тăвакан техникăн урăх тĕсĕсен ăнăçлă моделĕсене те хайланă. Америка шкулĕ, компоновкăпа технологилĕх енчен малтан ĕлкĕрсе пырайман пулсан та, вăрçа чарăннă тĕле темиçе уйрăм моделĕсене лайăх пахалахлă хурçăпа тарпа, çаплах радиофикациленĕ (пĕр танкра икĕ раци) ăсталаса çитернĕ. Чи ăнăçлă нимĕç танкĕсем Pz.IV (чылай шутлă), «Пантера» тата «Тигр» тата «Патша тигрĕ». Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче чи лайăх совет танкĕсем шутне вăтам танк Т-34 (тĕрлĕ варианчĕсенче, çав шутра кай варианчĕ Т-34-85 85 мм тупăн тĕрлĕ модификацийĕсемпе) тата йывăр танк ИС-2. Чи лайăх америка танкĕ — M4 Шерман, ăна СССР-а

Ленд-лизăпа чылай хисеп танк куçарнă.

Уйрăмах ăнăçсăр Хĕрлĕ Çаршăн бронетанк çухатăвĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи уйăхĕсенче (çĕртме-чӳк, 1941) тата Курск çапăçăвĕнче (утă-çурла, 1943) шутланаççĕ. Çапла Курск-Белгород çапăçăвĕнче нимĕçсем 1280 танкпа штурм кĕпçи çухатнă, Хĕрлĕ Çар — 6064 виçе (Курск çапăçăвĕнчи бронетанк çухатăвĕсем), мĕншĕн тесен вермахтăн çĕнĕ конструкциллĕ танксем («Тигр» тата «Пантера») пулнă, ХÇ начар хӳлĕлевлĕ кивĕ çăмăл танксене (Т-60, Т-70) ĕçе кĕртнĕ пулнă.

Вăрçă хыççăн тапхăрти танкăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ.

Хальхи хăшпĕр танкăсен хăвачĕ
Хатĕрленĕ çĕршывТанк моделĕÇапăçури йăвăрлăхĕ, тДвигателĕн хăвачĕ, л.в.Удель хăвачĕ, л.с./тдвигатель тĕсĕ
ФранциЛеклерк54,6150027,4дизель двигателĕ
РаççейТ-80У-М146,0125027,2газпа турбина двигателĕ
УкраинаТ-8446,0120026,08дизель двигателĕ
АПШМ1А2 Aбрамс62,5150024,0газпа турбинă двигателĕ
ГерманиЛеопард-2А562,5150024,0дизель двигатель
РоссияТ-90С46,5 100021,5дизель двигатель
ИзраильМеркава Mk.360,0120020,0дизель двигатель
Аслă БританиЧелленджер-262,5120019,2дизель двигатель

Куçаракан пайĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пур танкăсен те гусеницисене кустаракан движитель пур, унăн малтанхи тĕсне 1818 çулта француз Дюбоше патент илнĕ. Çавăн пек куçару пайĕн конструкцийĕ пула танк çăмăллăнах çулçăр темĕн тĕрлĕ çĕрсенче çӳреме пултарать.

Хăшпĕр паянхи танкăсен çĕр çине удельнăй ? пусăмĕ
Туса кăларакан çĕршывТанкăн моделĕÇапăçури йывăрăшĕ, тÇĕр çине удельнăй пусăмĕ, кг/см2
ГерманиЛеопард-262,50,85
РаççейТ-9046,50,85
РаççейТ-80У46,00,85
УкраинаТ-8446,00,93
Аслă БританиЧелленджер-262,50,98
ФранциЛеклерк54,61,00
АПШМ1А2 Aбрамс62,51,07

Хурçăпа хӳтĕлени (броньăлани)

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Т-54


Хальхи танкăсенче хӳтлев (броньă) листисем вертикале кĕтеслĕ çыпăçтарнă

Пайталлă хӳтлев

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Грузи çарĕн Т-72 танкĕ. Çакса хунă динамикăллă хӳтлевĕ

Динамикăллă хӳтлевĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хĕçпăшалланăвĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Танкăн туппи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
касăллă 105 мм танк туппи
Тупăпа хĕçпăшалланнă паянкунхи танкăсем
Туса кăларакан çĕршывТанкăн моделĕТупăн моделĕТупă тĕсĕТупăн калибрĕ, ммАвтоматлă авăрласси
ФранциЛеклеркCN-120-26 (52 калибăрлă вуллин тăршши)яка вулăллă120+
РаççейТ-80У-М12А46М-1 (тупă—перекен хатĕр)яка вулăллă125+
АПШМ1А2 AбрамсM256 (нимĕçсен, лицензипе туса кăлараççĕ, 44 калибăрлă вуллин тăршши)яка вулăллă120-
ГерманиЛеопард-2А5L44, Rh-M-120 лайăхлатнă варианчĕ, 55 (тепĕр пĕлерĕшсемпе 52) калибăрлă вуллин тăршшĕяка вулăллă120-
ИзраильМеркава Mk.3MG-251яка вулăллă120-
Аслă БританиЧелленджер-2L30E4Касса тунăскер120-
РаççейТ-902А46М (тупă—перекен хатĕр)align=center|125+

Танкăсен классификацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи тапхăрта танкăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:

  • Тĕп çапăçу танкĕсем, ОБТ (main battle tank, MBT) — çапăçури тĕп тĕллевсене пурнăçламаллисем. Ку танкăсем хăвăрт куçма пултараççĕ, хӳтĕленӳллĕхлĕ тата вăйлă перĕм хăвачĕллĕ;
  • Çăмăл танкăсем. Кусем шутне ятарлă ĕçсене татса пама пултараканнисем кĕреççĕ. Ялан тенĕ пекех, вĕсем тĕп танкĕсенчен начартарах хӳтĕленнĕ (çӳхе броньă, алюмини сплавов), хавшакрах хĕçпăшалланнă. Çакăн пек танкăсене сывлăш урлă та турттарма ансат (хăвăрт вăйсем), шырав-тĕпчевлĕ, шывра çӳрекен, танкăсене çунтараканни т. ы.те
  • Юлашки вахăтра пулемётлă танкăсен чĕрĕлĕвĕ пулать. Тĕслĕх: танка никĕсе хурса тунă ТПÇМ – танкăсене пулăшакан çапăçу машини, ăна çуртсен çӳллĕ хучĕсенче вырнаçнă гранатăперекенĕсене хирĕç вăрçмалли чухне усă кураççĕ.

Танкăсен пулас аталанăвĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс чĕлхиллĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Танкăн куçăнакан пайĕ