Татарский Александр Михайлович
Татарский Александр Михайлович, — Раççей тата совет мультипликаторĕ, режиссёрĕ, продюсерĕ. 1950 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнче Киев хулинче çуралнă. 2007 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче вилнĕ.
Ника премийĕн лауриачĕ пулнă. Раççейĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн литературăпа ӳнер патшалах премийĕн лауриачĕ.
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Киеври театрпа кино институтĕнче вĕреннĕ. Анимаципе 1969 çултанпа ĕçлеме пуçланă. 1988 çулта «Пилот» студине йĕркеленĕ, вăлах ертӳçи пулнă. Мультфильсене ӳкерессисĕр пуçсăр вăл çавăн пекех юрăсемпе реклама клипĕсене ӳкернĕ.
Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Александр Татарскийĕн чи паллă ĕçĕсем:
- 1981 — «Пластилиновая ворона» (Пластилинлă курак)
- 1981 — «Спокойной ночи, малыши» (Ырă каç, ачасем; кăларăм пуçламăшĕ)
- 1983 — «Падал прошлогодний снег» (Пĕлтĕрхи юр çăватчĕ)
- 1986 — «Крылья, ноги и хвосты» (Çунат, ура тата хӳре)
- 1986—1987 — «Следствие ведут Колобки» (Колобок пĕртăванĕсем следсви ирттереççĕ)