Тевтонсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Тевтонсем (лат. Teutoni, Teutones), — Ютланди çурутравĕн хĕвеланăç çыранĕ хĕринче тата Эльбăн анат юхăмĕнче пурăннă герман йăхĕ.

Пирĕн эрăчченхи II ĕмĕрте вĕсем Ютланди çурутравне пăрахса кайса кăнтăралла çул тытнă, Галлине пырса кенĕ. Кимăвăрсемпе пĕрлешсе Италин çурçĕр пайне çул тытнă. Ку пулăм Авалхи Рима тапăнма пуçланисен пĕрремĕш хумĕ тесе калаççĕ.

Пирĕн эрăчченхи 102 çулта шучĕпе нумай пулсан та вĕсене Гай Марий ятлă Рим çарпуçĕ çапса аркатнă. Ку çапăçу хыççăн вĕсене асăнни тĕл пулмасть.