Телекурав
Телекурăм (грек τήλε — инçе лат. video — курав) — ӳкерчĕк-сасса аякран курни-илтни.
Телекурăм ӳкерчĕксене пĕр-пĕрин хыççăн кăтартнинчен пулать. Вĕсене хăвăрт е майĕпен кăтартни кадрсене мĕнле улăштарса тăнинчен килет.
Телевидени хăй ĕçĕнче çакăн пек хатĕрсемпе усă курать:
- Видеокамера. Кирлине ӳкерсе илет, ӳкерчĕк тĕсĕпе формине палăртать.
- Видеомагнитофон (кирлех мар). Çырса илме тата экран çинчи çутă чупăвĕн ĕçне йĕркелет.
- Передатчик. Сигналсене эфира ăсатать.
- Приёмник — телевизор. Синхроимпульс тăрăх, ПЦТСре тăраканни, кадрсене экран çинчех çавăрать(кинескоп, ЖК панель, плазма панелĕ).
Стандартсем тата системăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кадăра числосем тăрăх уйăрни, ăна тытса пыракан йĕркене телевивенире стандарт теççĕ.
Пĕтĕм тĕнчере пĕр евĕрлĕ стандартсемпе ĕçлет:
- 625 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 50 кадр, Европăра (PAL)
- 525 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 59,94 кадр, Америкăра тата Японире (NTSC)
- 625 йĕрке, пĕр секунд хушшинче 50 кадр, Францинче, Раççейре, Китайра тата ытти çĕрсенче(SECAM)
Халĕ вĕсене улăштарма телевиденин çĕнĕ паллисем тухаççĕ (ТВЧ). Вĕсен хăйсен стандарчĕ:
- 720/50i;60i;30p;25p;24p
- 1080/50i;60i;30p;25p;24p
Телевидени системинчи тĕс кодировкисем:
Çĕр çийĕн каякан телевидени —Ăна тытма пӳлĕмри е урамри антеннăпа усă кураççĕ.
Ăслай кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕнчери пĕрремĕш приёмник «телефот» ятлă пулнă. Ăна 1925 çулта шухăшласа кăлараканни Грабовский пулнă. Документсем тăрăх, СССР Çыхăну министерстви телефота нумайччен тĕпченĕ, анчах та унăн килĕлĕхне тĕрĕс палăртайман. Кайран тин АПШ-ра тĕрĕссине палăртнă: Митчел Уилсон романĕнче телевидени пулса кайнă историре телефота та аса илнĕ.
Çавăнпа та телекурава тĕпчесе ĕçе кĕртекенĕ АПШ шутланать. Америка ăсчахĕсем ӳкерчĕкĕ лайăхрах пултăр тесе «киноскоппа» усă кураççĕ. Ăна та совет ăсчахĕ Катаев шухăшласа кăларать. Çапах та унран пĕр çул маларах,1933 çулта, ĕçлекен моделе американ тĕпчевçи Владимир Зворыкин кăтартать.
Кулленхи кăларăмсем Раççейре 1939 çулхи пушăн 10- мĕшĕнче тухма тытăнаççĕ[1]. 1953 çулхи раштавăн 18-мĕшĕннче АПШ-ра пĕрремĕш тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телекалаçу (NTSCсистеми) тухать.
XX ĕмĕрĕн варринче телекурав анлă сарăлать. ПНО та телекурава пысăк вырăна хăпартать, Мĕнпур тĕнчери телекурав кунне уявлама йышăнать.
Çынсемшĕн телевидени мĕнле вырăнта тăни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Вăл вĕрентет те пĕлтерет, чуна уçать, анчах тĕрĕс усă кура пĕлсен. Унсăр пуçне вăл кирлĕ мар ещĕк çеç.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Макарова М. Дизайн и телевидение: интернациональный стиль и проблема минимализма // Месмахеровские чтения — 2021. Материалы международной научно-практической конференции. Санкт-Петербург: СПГХПА, 2021. С. 649—654.
- Ю. В. Аксёнтов, Н. С. Верёвкин, В. Е. Джакония Телевидение. — М.: Связь, 1979.
- В. Е. Джакония Телевидение. — М.: «Горячая линия — Телеком», 2002. — ISBN 5-93517-070-1
- Г. В. Кузнецов, В. Л. Цвик, А. Я. Юровский Телевизионная журналистика. — М.: МГУ, 2002. — ISBN 5-211-04318-9
- Кривошеев М. И. На старте широкого внедрения цифрового телевизионного вещания в России // «625» : журнал. — 2008. — № 1.
- Д. Меркулов Телевидению — 80 лет // «Наука и жизнь» : журнал. — 2006. — № 1.
- Борис Певзнер Драма цветного телевидения // «Broadcasting. Телевидение и радиовещание» : журнал. — 2007. — № 6.
- В. А. Урвалов Развитие телевидения и роль российских учёных // «Физика» : журнал. — 2003. — № 4.
- Abramson A. The History of Television, 1942 to 2000. Jefferson: McFarland & Co., 2003.
- Huurdeman A. The Worldwide History of Telecommunications. New York: John Wiley & Sons, 2003. — 660 p.
- Kenjiro Takayanagi, Electrical Engineer, 91 // «The New York Times» : хаçат. — 1990.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ http://www.connect.ru/article.asp?id=6593 2009 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Телекурав: ĕнер, паян, ыран
- Телевидени çинчен кĕскен калани
- Луков М. В. Телевидени:тĕнчери телевидени карти
- Маковеев В. 2012 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче [https://web.archive.org/web/20121008051636/http://www.tvmuseum.ru/catalog.asp?ob_no=4626 архивланӑ. Хурапа-шурă телевидинчен куçни* Разводка ТВ сигнала 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Рохлин А. М. Таçтахран курни çапла çуралнă 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.
- Константин Рыжов — 100 паллă изобретенисем
- Чăваш шкул ТВ 2013 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ. Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкари тĕп шкулăн тата Чăваш чĕлхин инçет вĕренÿ центрĕн интернет телекуравĕ
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |